«Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăвашла йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс вĕçленчĕ

«Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăвашла йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс вĕçленчĕ

Чăваш чĕлхине упраса хăварас ĕçе ача пахчинченех çирĕп йĕркепе туса пымалла, ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла, тăван чĕлхепе ăс памалла. Çавна май Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсемпе «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта йĕркелесе пырать. Проектпа килĕшÿллĕн ача пахчисенче ĕçлекен педагогсем кашни çулах пĕлĕве ÿстермелли курссенче, семинарсенче, ăсталăх лаççисенче хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.

2024 çулхи авăн уйăхĕн 10-27-мĕшĕсенче ача сачĕсенче ĕçлекен педагогсем «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăвашла йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренчĕç. Курса Вĕренÿ инситучĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркелесе пычĕ.

Анна Егорова, Надежда Иванова тата Тамара Артемьева доцентсем ертсе пынипе педагогсем вĕренÿпе воспитани ĕç-хĕлне тăван чĕлхепе йĕркелесе ирттерессин теорипе практика никĕсĕсене тишкерчĕç, чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç, шкул çулне çитмен ачасен чăвашла пуплевне аталантарас ĕçре ашшĕ-амăшĕпе ĕçлемеллли мелсемпе майсем çинчен пĕлчĕç, чăвашла занятисем ирттерес хăнăхусене алла илчĕç.

Пĕлĕве ÿстерекен педагогсем авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар хулин 118-мĕш ача садĕнче стажировкăра пулчĕç.

Чи малтанах стажировкăна килнисене ача сачĕн заведующийĕ Алина Сотникова саламларĕ, вĕренÿ организацийĕн чăвашлăха аталантарас ĕçĕ-хĕлĕпе Светлана Пальмова аслă воспитатель паллаштарчĕ.

Унтан Альбина Абрамова вăтам ушкăнта «Илемпи ача садĕнче хăнара» заняти ирттерчĕ, Татьяна Иванова вĕрентнипе аслă ушкăнти ачасем чăвашла калаçа-калаçа хуран кукли хатĕрлерĕç. Ирина Белова тата Ольга Шаповалова ертсе пынипе ачасем хăнасене чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Ун хыççăн Елена Ластухина кăтартса пынипе педагогсем пукане ăсталарĕç.

Занятисемпе ăсталăх лаççи хыççăн вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕАнна Егорова ертсе пынипе воспитательсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, ачасене тĕрлĕ ĕç тутарса тата таврашри япаласемпе усă курса чăвашла калаçма вĕрентмелли майсемпе мелсене палăртрĕç. Çавăн пекех Анна Семеновна шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕренÿ ĕçне чăвашла йĕркелелемелли майсемпе мелсем çинче чарăнса тăчĕ, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ ача сачĕсенче ĕçлекенсенчен те чылай килнине палăртрĕ.

Çакна та асăнса хăвармалла, курсра Чăваш Республикинче вăй хуракан воспитательсемпе пĕрле Тутарстанран 8 çын, Пушкăртстанран 3 çын, Чĕмпĕр облаçĕнчен 1 çын вĕренчĕç. Çавна май шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ачасене чăвашла вĕрентес ĕçри тĕрлĕ регион опычĕпе пĕр-пĕрне паллаштарма та май килчĕ. Стажировка хыççăн воспитальсем аякран килнĕ педагогсемпе пĕрле Художество музейĕнче те, «Блик» пултарулăх лаççинче те пулчĕç, ача сачĕсенче таврашри япаласен хутлăхне й ĕркелемелли  хăйне евĕрлĕ майсемпе паллашрĕç.



27 сентября 2024
18:57
Поделиться