Чăваш чĕлхипе литература учителĕсен вĕренĕвĕ малалла пырать

2024 çулхи аван уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пынипе «ФГОСа тата ФООПа пурнӑҫланӑ май чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕренÿ занятийĕсене проектласси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсри вĕренÿ малалла пырать.
Вĕренÿ программине федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕсен тата федерацин вӗренӱ программисен çĕнĕлĕхĕсемпе шкул ĕçĕнче тухăçлă усă курас, педагогсен професси компетенцийӗсене ÿстерес тĕллевпе хатĕрленĕ.
Надежда Иванова «Тăван (чăваш) чĕлхе» тата «Тăван (чăваш) литература» вĕренÿ предмечĕсемпе тунă ĕç программисемпе усă курса урок конспектне çырмалли вăрттăнлăхсене уçса пачĕ.
Тĕслĕх урок сценарийĕ урлă вĕренÿ занятийĕ тĕсĕ тата сăн-сăпачĕ урок теминчен, тĕллевĕнчен, тухнине тишкерчĕ.
Педагогсем Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ кăларса тăратнă тĕллевсене пурнăçлама май паракан урок тĕсĕсен концепцине тата тытăмне тишкерчĕç.
Предмет результатне пурнăçа кĕртме юрӑхлӑ педагогикăри вĕрентÿ технологийĕсен тĕп шухăшĕсене аса илчĕç. Урок юхăмĕн кашни тапхăрĕнчи мелсемпе меслетсем, ăслайсем пĕр çыхăнура пулмаллине палăртрĕç.