Учитель ăсталăхне, унăн тавра курăмне аталантаракан курс пуçланчĕ

2024 çулхи аван уйăхĕн 18-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пынипе «ФГОСа тата ФООПа пурнӑҫланӑ май чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕренÿ занятийĕсене проектласси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс пуçланчĕ.
Вĕренÿ программине федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕсен тата федерацин вӗренӱ программисен çĕнĕлĕхĕсемпе шкул ĕçĕнче тухăçлă усă курас, педагогсен професси компетенцийӗсене ÿстерес тĕллевпе хатĕрленĕ.
Надежда Иванова доцент «Тăван (чăваш) чĕлхе» тата «Тăван (чăваш) литература» вĕренÿ предмечĕсене вĕрентнĕ май тĕрлĕ урока проектламалли ĕç майĕсемпе паллаштарчĕ, ФГОСпа ФООП ыйтакан урок тĕсĕсен тытăмĕпе содержанийĕ улшăнни çинчен каласа пачĕ, вĕренÿ предмечĕн нормативлă докуменчĕсемпе усă курса урок тĕллевĕпе предмет результатне шайлаштармалли çул-йĕре уçăмлатрĕ.
Вĕренекенсемпе урок тĕллевне палăртмалли çул-йĕре тишкерчĕç, урок тĕсĕ урок тытăмне (тапхăрĕсене) витĕм кÿнине, урок форми вара вĕренекенсем мĕнле ĕç-хĕл тунинчен килнине палăртрĕç.
Тĕслĕх урок конспекчĕсене тишкерсе урок тĕллевĕпе предмет результатне çыхăнтармалли тупсăмсене, вĕсене шайлаштармалли çул-йĕре тимлерĕç, ĕç программинчи тематикăпа урок тăрăх хатĕрленĕ плансене çырмалли вăрттăнлăхсене уçса пачĕç.