«Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăваш чĕлхипе йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс пуçланчĕ
_eurlt0az.jpg)
Чăваш чĕлхине упраса хăварас ĕçе ача пахчинченех çирĕп йĕркепе туса пымалла, ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла, тăван чĕлхепе ăс памалла. Çавна май Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсемпе «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта йĕркелесе пырать. Проектпа килĕшÿллĕн ача пахчисенче ĕçлекен педагогсем кашни çулах пĕлĕве ÿстермелли курссенче, семинарсенче, ăсталăх лаççисенче хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.
2024 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче воспитательсем «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăваш чĕлхипе йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренме пуçларĕç. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Анна Егорова, Надежда Иванова тата Тамара Артемьева доцентсем ертсе пынипе педагогсем вĕренÿпе воспитани ĕç-хĕлне тăван чĕлхепе йĕркелесе ирттерессин теорипе практика никĕсĕсене тишкерчĕç, чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç.