Чăвашла сочинени çырма хатĕр-и?

Чăвашла сочинени çырма хатĕр-и?

Чăваш Республикин вĕренӳ министерствин хушăвĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ 9-11-мĕш классенче вĕренекенсен сочинени конкурсне ирттерет.

Кăçалхи конкурса Раççейри кил-йыш çулталăкне тата Чăваш Енри экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курнин çулталăкне халалланă. Çавна май сочинени çырма икĕ тема сĕннĕ: «Çемье – шанчăклă тĕрек», «Планета пуласлăхĕ – пирĕн алăра».

Сочиненисене чăвашла çырмалла.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр – 2024 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать.

Ку тапхăра район е хула администрацийĕн вĕренӳ пайĕсем ирттереççĕ. Ку шайри çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене палăртаççĕ.

Районта тата хулара çĕнтернĕ ачасем çинчен сведени (заявка) сочинени тексчĕпе пĕрле йĕркелӳ комитетне 2024 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен chrio18@rchuv.ru адреспа ярса памалла.

2-мĕш тапхăр – 2024 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче иртет. Фестивалĕн 2-мĕш тапхăрне хутшăнма районта/хулара çĕнтерӳçĕ ятне илнĕ ачасене ирĕк параççĕ. Жюри ĕçсене хаклать, конкурс çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене палăртать.

Конкурс çинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче http://chrio.rchuv.ru/ пĕлме пулать.

 

 

Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:

Тел. 8(8352)58-45-22 доб 113.

E-mail: chrio18@rchuv.ru ; chrio6@mail.ru



Прикрепленные файлы

Приложения_к_положению_конкурса_сочинений_2024
Скачать
(doc,   85 Kb)
Положение_конкурса_сочинений_2024_для_рассылки
Скачать
(pdf,   581,72 Kb)
04 сентября 2024
10:35
Поделиться