Шкул ачисене тата педагогсене «Хавхалану» пултарулăх фестивальне кĕтетпĕр

Шкул ачисене тата педагогсене «Хавхалану» пултарулăх фестивальне кĕтетпĕр

«Хавхалану» фестивале Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Чăваш наци конгресĕпе тата Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕпе пĕрле ирттерет.

Мероприяти тĕллевĕ – Раççей Федерацийĕн сумлă академикĕн Г.Н. Волковăн ĕçне-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарасси, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ӳстерме пулăшасси.

Фестиваль кăçал 5 номинаципе иртет: 1) «Г.Н. Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ»; 2) «Г.Н. Волков хайлавĕсен чи лайăх иллюстрацийĕ»; 3) «Çемье тата экологи темисене халалланă чи лайăх хайлав»; 4) «Г.Н. Волков хайлавĕсем çине таянса тунă чи лайăх видеофильм», 5) «Г.Н. Волков пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне халалланă викторина».

Конкурс материалĕсемпе заявкăсене юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен ссылкăпа йышăнаççĕ.

Хутшăнмалли йĕркепе фестивалĕн положенине вуласа пĕлме сĕнетпĕр.

 

Çыхăну мелĕсем:

8(8352)584522 доб.113 – регион аталанăвĕн центрĕ

E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio6@mail.ru



Прикрепленные файлы

Положение_о_конкурсе_ХАВХАЛАНУ_2024
Скачать
(pdf,   470,44 Kb)