Шкул тупсăмне шыраса

Шкул тупсăмне шыраса

Чĕресен пĕр кĕтессисенче ĕмĕрлĕх çырăнса юлайнă тепĕр манайми (е манăçми) сăмах та пур. Вăл – шкул. Эпир пурте мĕн пĕчĕкрен шкулпа çыхăннă çынсем (килти тăван ратне-çемйе шкулĕ, ялти пуçламăш шкул, кукамай – асанне шкулĕ…). Ытти ăс-пару, професси шкулĕсене асăнмастăп та. Камшăн та-тăр вăл пит ăшă сăмах (паллах, чи малтан унта вăй хуракансемшĕн!), теприн, тен, куçа курăнман шанăç кÿрекенни çеç пулса юлма пултарнă.
Çурла уйăхĕн вĕçнелле ку, пирĕн хутшăнусенчи пĕр çухалми сăмах, каллех чуна вĕçтерекен сăн кӗртсе, вăй илет. Паллах, унта тĕрлĕ аса-илÿсем, тем пек канăçсăр вăхăтсем, вĕрентекен умĕнче асапланнисем татти-сыппипе шуса-шуса тухаççĕ…
Шкул хыçăнхи пурнăçпа çыхăннă кунсен хисепĕ ÿссех пырать халь. Ăна пачах чараймăн. Ачасемпе, мăнуксемпе умри пуласлăха палăртнă чухне вара тÿрех ассăн сывлаттарнă, кулăсем çуратнă путишле вăхăтсене аса илетпĕр. Кашнин пурнăçĕ тĕрлĕрен пулнă. Кивĕ сăн ÿкерчĕксем çинелле куçа тĕллесен, сăнсем тепĕр хут йăлтăр тупсăмпа çуталаççĕ. Çакă вара хавхаланчăк туйăмшăн пит хаклă. Вăл вăхăтсенчисене пĕр шелсĕр кăларса пăрахни, тепĕр чух çунтарса яни пит чуна хускатать. Вӗсене ҫырса, ӳкерсе юлмаллах. Çав çулсенчи шкул тĕлĕнтермĕшне пĕртте яланлăхах çухатас килмест. Вĕрентекенсем, хамăр пур чухне, пĕртте манăçа тухмаççĕ (тухмĕç!). Асăмăрсенче вĕсем ялан çут хĕвел пекех...

Улмуççи çеçке çурсан,
Чунра савăнăç пулсан.
Килĕр шкула хăнана,
Килĕр юрлама.

Пире аса илсессĕн,
Пире курас килсессĕн.
Килĕр шкула хăнана
Килĕр калаçма.

Ăш вăрканă вăхăтра,
Чун шуйханнă тапхăрта.
Килĕр шкула хăнана
Чуна пусарма.

Çамрăк, патвар чухне те,
Алла туя тытсан та –
Килĕр шкула хăнана
Пĕрле савăнма.

Хушса калани. 1. Ку сăввăн авторне тупаймарăм. Тен, вулакан пĕлет? Ăна эпĕ Вăрнар тăрăхĕнчи Хирпуç шкулĕн альбомĕнчен çырса илтĕм. 19.08.2024
2. Сăн ÿкерчĕке асăмăрсенчен тухман шкула аса илсе лартатăп.

Л. Петров



21 августа 2024
15:26
Поделиться