Çĕнĕ вĕренӳ кĕнекисем

Çĕнĕ вĕренӳ кĕнекисем

Чӑваш Республикин вӗренӳ министерстви çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне 10–11-мĕш классенче вĕренекенсем валли «Чăваш литератури» вĕренӳпе вулав кĕнекисем хатĕрлерĕ.

Кĕнекесен авторĕсем А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, А.Ф. Мышкина. Вăтам ӳсĕмри классем валли хатĕрленĕ вĕренӳ кĕнекисем Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухрĕç.

Çĕнĕ кăларăм темиçе курăмлă уйрăмлăхпа палăрса тăрать.

Чи малтанах вĕренӳ пособийĕсем икĕ чĕлхепе (чăвашла тата вырăсла) пичетленнине палăртмалла. Авторсем чăвашла панă материала (теори пайне те, илемлĕ хайлавсене те) вырăсла май килнĕ таран çывăх куçарса пама тăрăшнă. Авторсен шучĕпе çакă вĕренекенсен чăвашла лексикине пуянлатма пулăшмалла. Ачасем икĕ чĕлхепе панă текста вĕрентекен сĕннипе е хăйсем тĕллĕн танлаштарса халиччен пĕлмен сăмахсемпе, сăмах çаврăнăшĕсемпе тата тулли предложенисемпе паллашма е пĕлнĕ сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсене асра çирĕплетме пултараççĕ.

Вĕренӳ кĕнекисенче тĕрлĕ ĕçсемпе ыйтусем панă. Кунта вĕренекенсем вуланă текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслеме, вĕсен шухăшлавне тата илемлĕх туйăмне тарăнрах аталантарма пулăшакан ĕçсем те, хăйсем тĕллĕн пурнăçламалли ĕçсем те нумай. Чăваш литературипе вырăс литератури хушшинчи çыхăнăва тĕпчеме пулăшакан ĕçсем те хăй вырăнне тупнă. Паянхи кунпа пĕр шайра утса авторсем хăш-пĕр ыйтусемпе ĕçсене пурнăçлама QR-кодпа усă курма сĕнеççĕ. 

Çавăн пекех вĕренӳ кĕнекисенче панă материала çирĕп йĕркепе вырнаçтарнине палăртмалла. Рубрикине кура вĕренекенсем кирлĕ материала хăйсем тĕллĕн тупса вĕренме пултараççĕ. Кĕнекесен вĕçне «Хушма вулав» пай кĕртнĕ. Кунта илемлĕ хайлавсене чăвашла çеç панă. Ку материалпа вĕрентекен чăвашла лайăх е çителĕклĕ таран пĕлекен ачасемпе ĕçлеме пултарать. 

Çĕнĕ вĕренӳ кĕнекисем аслă классенче вĕренекен ачасене XX–XXI  ĕмĕрсенчи чăваш илемлĕ литературин историйĕпе, çивĕч ыйтăвĕсемпе, чи паха тата анлă сарăлман хайлавĕсемпе паллаштарма пулăшĕç. Кунта классиксен произведенийĕсемпе пĕр шайрах илемлĕ пултарулăхра çитĕнӳ тунă çыравçăсемпе çамрăк авторсен хайлавĕсем те пур.   

Çĕнĕ кĕнекесем хула шкулĕсенче чăваш литературипе паллашнă чухне тĕп  вĕрентӳ хатĕрĕ пулса тăрасса шанатпăр.



20 августа 2024
11:00
Поделиться