Ӗмӗр тӑршшӗ чӗлӗм аври тӑршшӗ анчах вӑл (ваттисен сăмахĕ)
Чăвашсене те ăшăлăх парнелекен тĕп (шехер) хула (Шупашкар 555 çул тултарас умĕн е мĕншĕн вăл ята илтсенех эпир умра янраса тăракан тасалăхпа чуна илĕртсе тăракан хитре, мăнаçлă, чăвашлă (чăвашлăх тĕнчиллĕ) хулана курас тетпĕр)
Паян — ирĕкре эс,
Паян — сан уяв,
Паян — хисепре эс,
Çук пусмăр, чăрмав.
Асту, ĕç чăвашĕ, эс тек чура мар,
Çултан çула чаплăн чысла çак куна.
Эс те, республик чĕри Шупашкар,
Çӳлтен çӳлерех тек çĕкле ху ятна!
(Çемен ЭЛКЕР. «Паян» сăвăран, 1925)
Эпир, шăпăр-шăпăр çăвакан çумăр сассипе каннă хушăра-и, е пачах тепĕр чухне, юнпа-чунпа нумай-нумай ĕмĕтсене пĕр тĕвве çыхма тăрăшатпăр. Хамăрăн ăс-хакăлпа шалти туйăм та палăртнă ĕçсене пит тĕрĕс çул-йĕрпе пурнăçласа пымаллине кăтартать. Кăтартнă та. Çав-çавах, тем пек йывăр пулсан та. Ахальтен мар ĕнтĕ, нумай-нумай чăваша инçетре те мар çутатакан телей çăлтăрĕ Ш у п а ш к а р т а вырнаçнă пек туйăннă пулĕ.
Эпир куллен те чăваш радионе ( «Ăраскал», «Шупашкарăм, савнă Шупашкар», «Микрофон умĕнче – театр», «Кăвак конвертлă çырусем»…) итлесе, те тăвансен пуçарăвне тăнласа кунталлах, Шупашкараллах, туртăннă. Каярах, кунта кашни вĕренсе тĕрлĕ специальностьсем алла илнĕ. Унтан тĕрлĕ çĕртри (ют çĕртен каялла таврăннисем те темĕн чухлех пулнă-тăр) вырăнсене – учрежденисене, заводсене, уйрăм çын тытса тăракан предприятисене ĕçлеме вырнаçнă. Ватă (тухсамăр каçпа залив хĕрне, «ватă» тесе пĕртте калас килмест!) Шупашкарпа пĕрлех вара хамăр та ÿснĕ, тĕрекленнĕ, канма пĕлмесĕр тенĕ пек килес кунсене туптанă. Пирĕн никам çине те шанмалли пулман, тăрăшнă ĕнтĕ.
Эх, пирĕн чунсене вăратнă, çĕнетнĕ, пуянлатнă, суялăхран тасатма тăрăшнă тĕп хула! Пĕртте ывăнмасăр хăвăн вăй-хăватна пухнă шурă Шупашкар! Тăван халăха куçа курăнман асам валеçекен Шупашкар! Эсĕ пурăнатăн-ха, эпир вара сансăр малашне мĕнлерех пулăпăр? Шурă Шупашкар, кашни кун санăн шурăмпуçу чун ăшпиллĕ те хитре. Шурă Шупашкар, кашни каç санăн куллу пурăнăç кĕввиллĕ вĕт.
Кашни хулан, пысăк-и вăл, е пĕчĕк, хăйĕн кун-çулĕ, тапса тăракан вăйĕ, илемӗпе хальхилле каласан, бренчĕ пурах. Шупашкарăн та çавах.
Унăн ытамĕнче паянхи кунччен мĕн чухлĕ ăнтăлу упранать. Халӗ, эпир телей куркине тытса пыма, сывлӑшра вӗҫме, шыв айӗнче пулӑ пек ишме вӗренсе ҫитрĕмĕр пулĕ. Пире вĕт пӗр япала ҫеҫ ҫитмест мар-и? Çӗр ҫинче чăн-чăн ҫынсем пек, пыл хурчĕсенчен чуна хĕртсе тĕп-тӗрӗс вăй хурса ĕçлесе пурӑнма вӗренмелле. Ку кăштах хальхи çамрăксем ячĕпе те пултăр.
Нумай-нумай çынна ăстаçă шайне лартнă хула (пĕр вĕçĕмсĕр вăл халĕ те çĕкленет, сарăлать, çăкăр кĕреçине куллен тыттарать). Нумай-нумай яша Атăл кĕввипе («Анатран хăпарать шурă пăрахут» хавхалантарнă пирĕн тĕп хула. Кам шутласа кăларĕ халь ăна? Нумай-нумай çамрăка йăпатса çын тунă хула эс.
Кунта халь эпир çур ĕмĕре яхăн пурăнса ĕçлекенскерсем теме аса илме те, хулан тем йышши çĕнĕ утăмĕсемпе, çĕнĕлĕхĕсемпе те паллашма (паллаштарма!) пултаратпăр. Паллах, куçа тăрăнаканнисем пирки те кăштах ÿпкелесе калаçмаллисем пур пирĕн çурăм хыçĕнчи кутамккасенче. Вĕсем, такамсен айăпĕсене пула халĕ те куç тĕлнелле пулкалаççĕ, анчах та уява хатĕрленнĕ кунсенче вĕсене ятарласа асăннисем килĕшÿллех мар пек туйăнать пире.
Эппин, кашнин хăйĕн аса илĕвĕ чăтăм утравĕ, професси кĕтесĕ, ӗмӗт хĕмĕпе çулăмĕ пулса юлӗҫ. Вăл шутра ку таранччен пичетленнĕ чăваш çыравçисен кĕнекисенче, ÿнерçĕсен кинофильмĕсемпе спектаклĕсенче, интернетри хальхи блогерсен хулан аваллăхне кăтартакан сюжечĕсенче… Шупашкар чунне тата еплерех ăнланма пулать-ши?
Л. Пĕрмаях