Пурнӑҫ – пĕр чарăнми пуйăс-экспресс

Хăш чух пирĕн пурнӑҫ хамăра çĕр тавралла пĕр чарăнми çÿрекен поезд ҫинчи ялан лартса пынă пекех кăтартать. Туйтарать те. Унпа эпир таçти ÿлечерен (е çул уçакан ÿлече хапхи патĕнчен) çуралсанах кайма пуçласа, вăхăтлăх темле чарăнăва та çитме пултаратпăр. Чăтлăх вăрман витĕр те тухатпăр, чăрсăр çиллĕ, ыраш аниллĕ хир-хир урлă та каçатпăр. Çĕр-шыври (тен, тĕнчери?) тĕрлĕ ялсемпе хуласенче те чăннипех, те ĕмĕтсенчи пек пулатпăр. Сÿнмен çут çăлтăр çынна мĕн авалтан çапла пурăнма хистенĕ пуль.
Эпир пĕр хушă çав поезд ҫине пысăк шанăçпа ларса пыратпӑр, аннен çепĕç юррисене итлетпĕр, аттен Улăп-паттăр çинчен хывнă юмахĕсене тăнлатпăр. Çапла вĕсемпе кашни кун тӗл пулса пирӗнпе ӗмӗр-ӗмӗрех ҫӳрӗҫ тетпĕр. Анчах вӗсем темле станцине анӗҫ те, вара пирӗн вӗсемсӗр малалла каймалла пулӗ тесе тепĕр чух пуçа ватма пуçлатпӑр.
Вăл поезд çинче вара такам та пулма пултарать. Хамăр ялсем, пирӗн çывăх тăвансем, пиччесемпе аппасем, шăллăмсемпе йăмăксем, пĕрле вĕренекен туссем.
Çулсем иртнĕ хыççăн тĕрлĕ сăлтавсене хăшĕ-пĕрисем поезд ҫинчен анӗç те хӑйсем хыҫҫӑн пушӑ вырӑн хӑварӗҫ. Теприсем еплерех тухса анса юлнисене те асӑрхаймӑпӑр. Унта темĕн те пулĕ. Савӑнӑҫĕ те, хурлӑхĕ те, тĕрлĕ йышши тӗл пулусем те. Тата чĕре кÿтнĕ самантсене ăшăтнисем те, кама та-тăр ыррăн нимелле пулăшнисем те, чуна хускатса пăлхатнисем те. Ларса пынă чухнех ăнăçу еплерех аталанмаллине тĕшмĕртнисем те, тĕллевсене пурнăçланнисем (е пурнăçламаннисем те) вĕлтлете-вĕлтлете хыçала юлĕç. Ун пек чухне пурăнма пĕлмеллине, ăнӑҫăва тивĕçлипе упрамаллине вĕренни çеç çителĕксĕр вĕт, çынсемпе лайӑх хутшӑнусем йӗркелессинчен нумай килнине туйнă пулăттăмăр.
Мĕн тăвăн ĕнтĕ, пурнăçăн чи пысăк тупсӑмне (калама та аван мар пулĕ!) мӗнрен килнине çуратнă тăван халăхăмăр та калаймĕ. Эпир вĕт асамлă хӑш чарӑнура тухмаллине пӗлместпӗр. Эппин, пурăннă чухне чунра вут-çиçĕм пулмаллах, вăл чăннипех çиçмелле, малалла ыррăн-сыввăн уттармалла. Ҫавӑнпа та туссем-тăвансем çирĕппĕн пĕлсе пурӑнмалла, чĕресен таппине туйса юратмалла, утăмсене пач кĕскеттермесĕр тĕрĕс мар вăрçакансене каҫармалла, яланах лайӑххине кĕтмелле. Эппин, çав поезд ҫинчен пирӗн анмалли, хамăр юратнă вырӑна пушантарса юлмалли вӑхӑт ҫитсен, пирӗн хыҫра ӗмӗр-ӗмӗрех поезд ҫинче ҫул ҫӳреме тухнӑ илемлӗ асаилӳсем ҫеҫ юлмалла. Малашне мӗн пуласси пирки кам тӗрӗс калӗ пире?
Итлесем халь хĕвел çуттиччен маларах ир тăракан (вăранакан) кайăка, мĕнле телей юррипе пуçлать вăл куна? Санăн та, пирĕн те çапла пултăр. Хайхи тĕнчене сăнлакан ҫул ҫӳревӳ кунран-кун илемлӗрех пултӑр, хăвпа пĕрле илсе тухнă санӑн багажунта яланах ваттисен пилĕ, янкăр çанталăк, хăватлă юрату, çирĕп сывлӑх, чуна çĕклентерекен ĕç-хĕлпе ӑнӑҫу тата çĕнĕ дача лартмаллăх (паян дачниксен кунĕ!) яланах укҫа пултӑр. Вӑйлӑ чăвашсем хӑйсен пурнӑҫне хăйсем йӗркеллӗ тытса тăма пӗлеҫҫӗ. Манăн вара хальлĕхе ман пурнӑҫ поездӗнчи пур пассажирсене те тава-а-х! тесе калассăм килет. Çĕрпе пĕлĕт хушшинче ыррăн пурăнасчĕ, ăш пил ырлăхне тирпейлĕн упрасчĕ.
Л. Пĕрмаях.