Ĕç-хĕл ялан вăй сунтăр!

Эпĕ сисетĕп-ха, шăнкăр-шăнкăр чĕлхесемлĕ Анна Семеновна (шкулта канăçа пĕлмесĕр ĕçлесе учительницăран халь тăван халăхăн вĕренÿ институтĕнче пĕтĕм чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен хастар ертÿçи пулса тăнăскер) ытла нумай çырнине, ахаль калаçнине пит юратсах каймасть.
Акă паян филологи ăслăхĕн кандидачĕ, пулас ăрусемшĕн чунне парсах ĕçлекен доцент хăйĕн кун-çул пайтинчи чи пĕлтерĕшлĕ çуралнă кунĕсенчен пĕрине паллă тăвать.
Асăрхатăр пулĕ, шух çилсем, ăша вăркаттаракан тертлисем тупăнсах пыраççĕ хăш чух. Уншăн ялан чĕлхесем çинчен калакан саккун тĕп вырăнта. Программăсене куллен çĕнетмелле, лару-тăрăва курса-пĕлсе тăни çеç мар, шкул ыйтăвĕсене тĕрĕс лартма та пĕлмелле.
Йывăрпа таврăнать (пулса пырать?) тăван чĕлхене шкулсенче хисеплесси. Шкулсенчи, ытти вĕренÿ учрежденийĕсенчи вĕрентекенсем хушшинче те ун пирки шухăшлакан тĕрлĕ сийсем пулнă, пулаççĕ те. Чăрмавĕсем вара самантлăха сирĕлнĕ пек пулаççĕ, анчах та пурнăç хумĕн пысăк катрамĕсене вак тĕвексем çĕнтерни тĕлĕнтерет. Нумай-нумай ентеше чăваш çамрăкĕсен шăпи каннăçсарлантарнине куратпăр. Çулла ирттерекен уявсене пăхсамăр. Тупата, тăван халăхăн терт-нуши çителĕклех пулин те, унăн тунсăхĕ, хавалĕ, хăвачĕ ваттисен пилĕсенченех паянччен сыпăнса пырать вĕт. Вĕсем пирĕн шыравлă ăс-хакăлта хĕрÿ туйăмсем çуратаççĕ.
А.С. Егорова нихçан та такăрлатнă çул шыраман. Шкулта ĕçлекенсене те вăл куллен тăвалла çул çине куçсене тĕллетерет. Шкулта вара пач çĕннисем, шыракан валли пушшех те, тупăнсах пыраççĕ. Чăнлăха тăван чĕлхе епле пулăшу пама пултарнине ăнланмаллах та çав пирĕн. Халь ĕнтĕ тĕрлĕ партисем ĕнентерекен малтанхи суя хăлаçланусем çук. Чĕрĕ пурнăçрах çителĕклĕ тăван чĕлхене упрамалли, аталантармалли мелсем…
Хисеплĕ Анна Семеновна, тем пек йывăртарах лару-тăру сиксе тухсан та, ан шиклен. Эсĕ вĕсене çĕнтерсе пыма ялан пире çĕнетнĕ шанчăк кÿретĕн. Самантлăха шухăшсене пĕр тĕвве çыхма чарăнса илĕпĕр те (Элĕк чĕлхеçисемшĕн нимле чару та пулман!), малалла вăйсене пач тăккаламасăр, çирĕппĕн хавхаланса утăпăр, кăмăлсене яри уçса ĕçлĕпĕр. Санăн ăс-хакăл виçи чăвашсене кирлĕ çулпала тĕп-тĕрĕс пытăр. Çирĕп пул, сывлăхлă пул!