ЧӐВАШ ЕН
Кӳр таса аллуна, Чӑваш енӗм, аннем!
Эпӗ санӑн юну, эпӗ санӑн хӗрӳ.
Пирӗнте— пӗр чӗлхе, пирӗнте— пӗр хӗлхем,
Ҫав пӗр пеклӗх пире парнелет ҫӗнтерӳ.
Ӗлӗкрен сумлӑ пулнӑ пӑлхар та сӑвар,
Поэтсем сӑвӑра хисепленӗ пире.
Пирӗн ен пикисем хӗмлентернӗ кӑвар,
Хумхантарнӑ чунпа Ахратпа* Тӗкӗре.**
Мӗншӗн Пушкин мухтать-ха чӑваш пикине?
Ах, мӗн-ма ҫав тери чаплӑ сӑвӑ хывать?
Ма тесен чӑваш хӗрӗн хитре тӗррине
Хӳхӗм сӑвӑҫ пӗрре курнипех ӑнланать.
Вӑйлӑ пултӑр арҫын, ӑслӑ пултӑр яш ҫын,
Арӑмпа упӑшка— ҫӳпҫипе хупӑлчи.
Пурнӑҫра пӗр кӗвве иленсен икӗ чун--
Усала парӑнмасть ӗҫлӗ халӑх тӗнчи.
Паянхи чӑвашсем несӗлсен саккунне
Мӑшӑр куҫ пек упраҫҫӗ ламран ламалла.
Тав сана, Чӑваш ен! Тав чӑваш халӑхне!
Алла-аллӑн пӗр йыш пек утар малалла! (Алина Ӳнерпи-Николаева)
Пӗрре суранланнӑ чӗре те вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн такки тертленет. Кашни ҫыннӑнах ҫапла пуль вӑл. Халь вара, пӗтӗм халӑхпа, тӑвансемпе паллӑ тӑвакан пурнӑҫ йӗркине кура, ҫавах чунра лӑпкӑ пек. Ӗнерпе виҫӗмкун куҫӗсене ӗмӗрлӗх хупнӑ тӑвансене аса илтӗмӗр. Вӗсем выртакан таса вырӑнсене ҫитсе. Тен, унашкал хурланни пире вӑйлатать те. Пӗлме ҫук. Пачах та. Вӗсен йӑл-йӑл куллисене, вӗрентсе каланисене, мӗншӗн ҫапла ир такӑннисене, ытти хӑйсем пурӑннӑ чух пуҫра ҫырӑнса юлнӑ самантсене аса илтӗмӗр. Ӑраскалӗсене, тертлӗ ҫул-йӗрӗсене, тен, ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн (шел, пурнӑҫ мӗнле хӑвӑрт иртет?) урӑхларах пӑхрӑмӑр. Ӳкесрен, эппин, пире малашне те упраччӗр вӗсем! Тӑвансемпе куҫа куҫӑн курса калаҫнине нимӗн те ҫитмест. Вӗсен таравачӗ - иксӗлми, ҫӗре ҫити пуҫ таятпӑр тав туса.
"Мӗн кӗтет пире?" текен шухӑш та чуна салхуллантарчӗ пуль самай. Пурнӑҫа картина ҫинче хитрен ӳкерме пулать, унӑн вашлаттарса пыракан кунӗсем вара пирӗн утас ҫул-йӗре урӑхларах хумсемпе "чӳкеҫҫӗ" (тен, ҫӳлтенех чӳклеҫҫӗ!): чӗнеҫҫӗ, тӳстереҫҫӗ, туптараҫҫӗ... Сисетпӗр тепӗр чух, ҫыннӑн ҫуначӗсем те тӗрлӗрен. Пире тӳлевсӗр тивекен унӑн тивӗҫӗ те расна. Анчах пурнӑҫӑн сарӑ кунӗ, нимле "ҫанталӑка" пӑхмасӑр, хӑй уйӑрса парать пире пархатарлӑ сукмак. Унта никам татса пама пултарайман шифрсем вырнаҫнӑ, унта урӑхла шутламалли телей ҫук, пурне те малаллах утмалла тенӗ пуль. Ӑшши пулать-и, сивви кӑмӑла хуҫма пултарать-и, пурнӑҫ тӗрекӗ хӑйӗннех тӑвать вӑл. Ырри пурин пит нумайрах пултӑр! Ялан.
Пурне те паянхи уявпа, республика кунӗпе, чунтан-чӗререн саламлатӑп. Мӗнле хитре ҫуллахи ҫӗр-шыв! Мӗнле хитре тӑван тавралӑх! Хам руль умӗнче пынӑ чух асӑрханисем тен, каярах ҫырӑнӗҫ. Вӗсем пур вара, лайӑххи те, начартараххи те...
24.06.2024
Л. Атлай