«Zа победу! Çĕнтерӳшĕн» кĕнеке презентацийĕ

2024 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче «Zа победу! Çĕнтерӳшĕн» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Ун ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.А. Николаев, культура министрĕ С.А. Каликова, Чăваш Республикин профессиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи О.Г. Куликова, кĕнекене кĕнĕ хайлавсен автарĕсем, журналистсем тата театр артисчĕсем хутшăнчĕç.
Сăвă пуххине çыравçăсен пуçарăвĕпе кăларнă, ăна ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă. Унта чăвашла тата вырăсла çыракан 40 ытла авторăн хайлавĕсене кĕртнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйĕн тăванĕсене, çывăх çыннисене фронта неонацистсемпе çапăçма ăсатнă. Поэтсен йĕркисенче вĕсем Тăван çĕр-шыва чунтан юратни, ун хӳтĕлевçисемпе мухтанни, вĕсене çĕнтерӳпе таврăнма сунни палăрать. Тепĕр ырă саманта та асăнмасăр хăвармăпăр: «Халăх шкулĕ» журнал редакторĕн Олег Кульевăн кĕнекене кĕнĕ «Пирĕн парне» сăввине Надежда Зубкова сцена çинче кăмăллă туйăм-шухăшпах вуларĕ.