Чăвашлăх уçлăхĕнчи ырă тăван, шухăшлавçă

Чăвашлăх уçлăхĕнчи ырă тăван, шухăшлавçă

Чӑваш Енӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ăслăхăн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн ăслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн Н.И. Ашмарин ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн профессиллӗ аслӑ пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ хисеплĕ ята тивĕçнĕ Леонид Павлович Сергеев (03.06.1929-29.01-2021) çуралнăранпа 95 çул çитрĕ.

Тăван халăхăн пĕр ывăнми  тăрăшнă чи паллă  тĕпчевçисенчен пĕри, профессорĕ çĕршер çулсем ĕмĕрсен кĕрлевĕнче несĕлĕмĕрсем тĕвĕлесе парса хăварнă чăваш чĕлхин витĕмĕсемпе диалектсенчи тĕрлĕ хăвачĕсене витĕр курса тăнăскер, 400 ытла ăслăх ĕçĕ пичетленĕ (шкул тата аслă шкулсенче усă курмалли кĕнекесем, словарьсем, программăсем, вĕренÿпе вĕрентÿ меслетлĕх ĕçĕсем, тĕрлĕ йышши кăтарту хатĕрĕсем...).

Ĕçтешсемпе учительсене, аспирантсемпе студентсене вĕçĕ-хĕррисĕр аталану, пултарулăх çулĕпе утма хĕтĕртетчĕ вăл, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарсах тăратчĕ, тепĕр чух çине тăрсах хистетчĕ. Тăван сăмахăн таçти ĕмĕрсен ĕлккенĕнче пытанайнă вăрттăнлăхĕсене уçса тăван халăха тавăрса пама пархатарлăн (кашни çул тенĕ пек кĕнекесем пичетлесе!)  60 çул хушши ытла ĕçлесе пычĕ.

Çапах та унăн ăслăх шыравĕсен тĕп çăлкуçĕ тĕрлĕ вырăнти чăвашсен калаçăвĕсен уйрăмлăхĕсем пулса тăчĕç. Чăвашсен пурнăç тĕввипе çыхăнтарнă паллă ĕçĕсене хăй вăхăтĕнче В.М. Жирмунский (Мускав), М.Ш. Ширалиев (Баку), Ш.Ш. Сарыбаев (Алма-Ата) академиксем  тата ытти паллă ученăй-диалектологсем пысăка хурса хак панăччĕ.

Унăн ăс-хакăл çулĕн тĕп шăнăрĕ «суйласа илнĕ профессие юратмалла, ăна чунтан парăнмалла!» ялан пулнă пек туйăнать мана. Ахальтен мар, хăйне чылай çул хушши лайăх пĕлнĕрен калатăп çакна.

Тăван халăхăмăрăн тирпейлĕ те асăрхануллă хĕвĕнчен тупса кăларайнă çичĕ шанчăк (ĕç, сывлăх, ăс, туслăх, ырăлăх, тасалăх, тĕрĕслĕх) пĕтĕмпех халăх традицийĕсене, ăс-хакăла, çĕнĕ шухăшсене, пурнăç опычĕпе вĕрентĕвне, сапăрлăхне тишкерекен  çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи çĕнĕ ăслăх пулса тăчĕ. Пĕтĕмпех вăл тата тăван халăхăмăрăн чĕлхипе, пуласлăхĕпе çыхăннă. Эппин, паян та профессор палăртнисене май çитнĕ таран пурнăçа кĕртме, чăваш ăслăхĕн, чĕлхемĕрĕн вăрттăнлăхĕсене чăнлăх çулĕпе уттарма шанăç кÿмеллех (памаллах?).  Тĕпчевсене «пархатарлăн  теветкелеме» тĕв тăвакан çамрăксен Л.П. Сергеев пултарулăхĕнчен тĕслĕх илмеллисем, тĕпчевĕсенчен вĕренмеллисем çителĕклех. 

                                                                            Л. Атлай



05 июня 2024
08:01
Поделиться