Урок проектламалли ăслайсемпе паллашрĕç

Урок проектламалли ăслайсемпе паллашрĕç

2024 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пынипе «ФГОСа тата ФООПа  пурнӑҫланӑ май чăваш чĕлхипе тата литературипе  вĕренÿ занятийĕсене проектласси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс вĕçленчĕ.

Вĕренÿ программине федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕсен тата федерацин вӗренӱ программисен çĕнĕлĕхĕсемпе шкул ĕçĕнче тухăçлă усă курас, педагогсен професси компетенцийӗсене ÿстерес тĕллевпе хатĕрленĕ.

Чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ Надежда Иванова урокра проектланă чух активлă мелсемпе усă курнин лайăх енĕсене палăртрĕ.  ФГОС тата ФООП тĕллевĕсене пурнăçласа йĕркеленĕ уроксем ачасен вĕренÿ мотивацине ÿстернине, урок эстетика тата эмоци тĕлĕшĕнчен пысăк шайра иртнине, ачасене уйăрса (дифференцилесе) вĕрентме май пуррине, ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшнине, пĕлĕве хаклассине лайăхлатма май пуррине тишкерсе пачĕ.

ФГОСпа ФООП ыйтакан урок тĕсĕсен тытăмĕпе содержанийĕ улшăнни çинчен каларĕ, вĕренÿ предмечĕн нормативлă докуменчĕсемпе  усă курса урок тĕллевĕпе предмет результатне шайлаштармалли çул-йĕре уçăмлатрĕ. Çĕнĕ ФГОСа тата ФООПа пурнăçа кĕртнĕ май тăван (чăваш) чĕлхин тата тăван (чăваш) литературин «хатĕр урокĕсен» вăхăчĕ чакса пынине палăртрĕ. Хальхи Раççей вĕрентĕвĕнче учитель харпăрлăхĕ мала тухнине, вăл вĕрентĕве хăйне майлă йĕркелеме, ачасене пӗлӳ, пултару, хӑнӑхусем пама, е ҫак пӗлӳсен, пултарусен, хӑнӑхусен хаклӑхĕн пӗлтерӗшне ăнланса илмелли условисем пуррине палăртрĕ. Практика занятийĕсем итленисĕр пуçне курсантсем пысăк ĕç те туса хавхаланчĕç: салтаксем патне çырусем çырчĕç.

 «Салтак çырăвĕсем»  хатĕрлеме пулăшнăшĕн Чăваш республикин вĕренÿ институчĕ курсри пур вĕренекене те тав сăмахĕ калать.

 



13 мая 2024
16:08
Поделиться