Ҫуралсанах вӗреннӗ чӗлхе виличченех манӑҫмасть

Аван-и!!! 

Ҫуралсанах вӗреннӗ чӗлхе виличченех манӑҫмасть (ваттисен сӑмахӗ). 

Паянхи ҫурхи тӗнче чӑваш чӗлхи кунне ҫителӗклӗн палӑртса хӑйӗн хевтине кӑтартӗ. Вӑл хӑйӗн кӳлепине еплерех лӑш-ш! янине эпир ятарлӑ градусник лартмасӑрах палӑртма пултаратпӑр. Унӑн черчен таппине вӑй паракансем - хастар, патвар чӑвашсем - кирлӗ. Пурне те халь килес кун шухӑшлаттарать. Малашне, тепӗр 77 ҫултан, тӑван чӗлхене кам ыталӗ?

Йӗрсех лармӑпӑр-ха, пурнӑҫ малаллах хӑйӗн пӑлхавлӑ хӑвӑртлӑхӗпе утать. Иртни те кӑмӑла чӗртме тивӗҫ, пуласси те ытлашшиех чуна пӑрлантармӗ. Эппин, хастар ӗҫченсем пур чухне кун-ҫул ытарӗ пирӗн ӗмӗтсене пурнӑҫлама майсем те туса парӗ. Хамӑр ҫине тӑрсах тӑрӑшсан. Чунпа, чӗрепе унпа пӗр пулсан.

Куратпӑр халӗ ак, пирӗн тӗрек пач иксӗлмен. Пултарулӑхра савӑнӑҫ тупакансем йышлӑ вӗт. Тӑван чӗлхе малашне те чылай ҫамрӑка илӗртӗ, пӑлхантарӗ, шухӑшлаттарӗ. Ку таранччен тӑван чӗлхепе тухнӑ кӗнекесем хальлӗхе яр уҫӑ чухне шанӑҫ та ҫухалмӗ. Чӑваша тата чӑваш чӗлхине чӑтма тунӑ, ҫав ӑс-хакӑл телейӗн ҫулне ҫеҫ ҫухатас марччӗ!!! Тайма пуҫ чӗлхемӗр лаҫҫинче куллен тӑрӑшакансене! Ыррине эпир ялан шанатпӑр!!! Тӑван сӑмах эс яланах ҫапла сипетлӗ те сӗткенлӗ пул!!!



26 апреля 2024
10:54
Поделиться