«Пĕрлĕхре – вăй» форумăн иккĕмĕш кунне пĕтĕмлететпĕр

Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕрлĕхре – вăй» тăван чĕлхене вĕрентекенсен форумĕн иккĕмĕш кунĕ те тухăçлă иртрĕ. Вĕрентекенсем И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пуçтарăнчĕç. Форума хутшăнакансене тăван чĕлхене вĕрентекенсен Раççей конкурсĕн регион тапхăрĕн çĕнтерÿçисем ăсталăх урокĕсем кăтартрĕç.
Анна Вельдяева, Улатăр муниципалитет округĕнчи Алтышево шкулĕн вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ «Хорошую речь хорошо и слушать» темăпа тухса калаçрĕ.
Алевтина Димитриева, Муркаш муниципалитет округĕнчи Ярапайкасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен вулав ăсталăхне аталантармалли мелсемпе паллаштарчĕ.
Ксения Леонтьева, Çĕрпÿ хулин 2-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентес ĕç вăрттăнлăхне уçса пачĕ.
«К.В. Иванов çырнă «Нарспи» поэмăна вулатпăр» темăпа ăсталăх урокне Людмила Николаева, Шупашкарти 62-мĕш шкул вĕрентекенĕ кăтартса пачĕ.
Алена Ядрицова, Йĕпреçри 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ, пухăннисене «#МĔНЛЕВАРА» темăпа кăсăклантарчĕ.
Туслăх темине Зелфиря Тазетдинова Патăрьел муниципалитет округĕнчи Ыхра çырми шкулĕн вĕрентекенĕ уçса пачĕ.
Форума хутшăнакансене И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Алена Иванова ăшшăн кĕтсе илсе «Чăваш ен – ман кил» интерактивлă заняти ирттерчĕ.
Мероприятие килнĕ хастар чăвашсем «ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ» акцие хутшăнса хăйсен пĕлĕвне кăтартса пачĕç.
Форумăн иккĕмĕш кунне вĕçлесе вĕрентекенсем мероприятин пахалăхне палăртрĕç. Раççей Федерацийĕн тăван чĕлхесемпе культурисене вĕрентес, Чăваш Республикин патшалăх чĕлхине, республикăра пурăнакан халăхсен тăван чĕлхисене вĕрентес тата вĕрентÿ ĕçне лайăхлатас, ĕçри опыта сарас тата пĕтĕмлетес тĕллевпе йеркеленĕ форумăн программи пуян та кăсăк, вырăнлă пулни çинчен калаçрĕç.
Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти тăван (чăваш, вырăс) чĕлхесене тата пуçламăш классене вĕрентекенсем çакна палăртса хăварчĕç: «Пĕрлĕхре – вăй» форум пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Çакăнта килсе курма май пурришĕн эпир питех те хавас. Нумай çĕннине пĕлтĕмĕр, тухса та калаçрăмăр. Йĕркелекенсене, уйрăмах, Чăваш Республикин вĕренÿ институтне, çакăн пек пысăк та пĕлтерешлĕ мероприятишĕн тав тăватпăр».