«Пӗрлĕхре – вăй» форумӑн виҫҫĕмĕш кунне пĕтĕмлететпĕр

Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕрлĕхре – вăй» регионсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсен форумĕн виҫҫĕмĕш кунĕ тӗрлӗ мероприятипе пуян пулчӗ. Паян вӗрентекенсем Чăваш Республикин наци библиотекинче пуçтарăнчĕç. Форума хутшăнакансене чӑваш блогерӗ, видеограф, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчӗ Константин Доброхотов хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Унӑн чӑваш чӗлхипе тата культурипе халӑха кӑсӑклантарас ӗҫри ҫитӗнӗвӗ пурне те интереслентерчӗ. Унăн 90 миллион хут ытла пӑхнӑ-курнӑ чăвашла видеороликсем пурри пурне те тӗлӗнтерчӗ. Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн радиохыпарлавăн аслӑ редакторӗ Валентина Белова чӑвашла калаҫакан пуканесемпе, чӑваш тӗрриллӗ тум-тирпе, канцеляри таварӗсемпе, савӑт-сапапа т.ыт.те пурне те тыткӑнларӗ. «Культура эткерӗ» / «Культурное наследие» воркшоп иртнӗ пӳлӗме 80 ытла вӗрентекен, ҫыравҫӑ, культура ӗҫченӗ, вӗренекен пуҫтарӑнчӗ.
Форумӑн виҫҫӗмӗш кунне хутшăнакансене филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗсем, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн регион аталанӑвӗ центрӗн ӗҫтешӗсем – центр директорӗ Александр Кузнецов тата центрӑн ертӳҫӗ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Юрий Виноградов – Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламларӗҫ, тӑван чӗлхене упраса хӑварас тата вӗрентес ӗҫре ҫитӗнӳ сунчӗҫ.
Мероприятие килнĕ чăваш, тутар, пушкӑрт, мӑкшӑ, ҫармӑс, коми ҫыравҫисем, Атӑлҫи регионĕсенчи вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑван чӗлхене тата пуҫламӑш классене вӗрентекенсем, ытти хӑнасем «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине сума суса» регионсен поэзи фестивалĕ уçăлнине халалланă хаваслă ларăва, И.Я. Яковлев палӑкӗ умĕнчи Чăваш чĕлхи кунне халалланă митинга тата «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине сума суса – Голос сердца. Посвящение Михаилу Сеспелю» курава уҫма хутшӑнчӗҫ.
Тутар Республикинчен килсе çитнĕ ĕçтешĕмĕрсем – Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел ялĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕн директорĕ Марина Кузьмина, Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă ялĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕн вĕрентекенĕсем Марина Свежинкина тата Марианна Азизова – форум ĕçне хастар хутшăнчĕç. Вĕсем Регионсен форумĕ пысӑк шайра иртнине палăртрĕç. Раççей Федерацийĕнче пурăнакан халăхсен тăван чĕлхисемпе культурисене сыхласа-упраса хăварас, республикăра пурăнакан халăхсен тăван чĕлхисене вĕрентес тата республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсене вĕрентÿ ĕçне лайăхлатма пулăшас тĕлĕшпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ пысăк ĕç тунине палăртрĕç. Форум ятне ăнăçлă шыраса тупнине, пĕрлĕхре анчах вăй пулнине асра тытни питĕ вырăнлă пулнине, форумра вĕрентекенсем анчах мар, писательсемпе поэтсем хăйсен пултарулăхĕпе, тĕрлĕ халăхсен, çав шутра чăвашсен, паллă çыраçисен хайлавĕсене хăйсен тăван чĕлхине куçарни форума илемлетни, пуянлатни çине пусăм турĕç.
«Регионсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсен «Пĕрлĕхре – вăй» форумĕ çулран çул Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсене пĕрлештерсе, хавхалантарса тăракан, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пуласса шанатпăр. Йӗркелекенсене нумай вӑй хунăшăн, форума ҫӳллӗ шайра ирттернĕшĕн тав тăватпăр!» – терĕç ĕçтешсем.