Пĕтĕм чăваш диктант çырчĕ

Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне тата Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Диктанта икĕ майпа çырчĕç. Хăйсем пурăнакан е ĕçлекен вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105,0 Fm, 95,9 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тӳрĕ эфир» / Прямой эфир» каçăпа кĕрсе, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайчĕпе Интернетри хутшăну тетелĕсенче лартнă аудиофайла итлесе çырма пултарчĕç.
Ятарлă вырăнта пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Шупашкар хулин Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче, Чăваш наци библиотекинче, чăвашсем пурăнакан е ĕçлекен вырăнсенчи вĕренÿ тата культура организацийĕсенче çырчĕç.
Акцие шкул ачисем, шкулсенче тĕрлĕ предмет (чăваш чĕлхипе литератури, вырăс чĕлхипе литератури, истори, математика, технологи, биологи), пуçламăш классенче вĕрентекенсем, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен педагогĕсем, библиотекарьсем, музей ĕçченĕсем уйрăмах хастар хутшăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ те диктант çырса хăйсем чăваш пулнине палăртни савăнтарчĕ.
Пĕрремĕш пĕтĕмлетÿ диктанта 7444 çын хутшăннине палăртрĕ:
Чăваш Республикинчен – 5694 çын;
Тутарстан Республикинчен – 409 çын;
Чĕмпĕр облаçĕнчен – 943 çын;
Пушкăртстан Республикинчен – 120 çын;
Иркутск хулинчен – 15 çын;
Иркутск облаçĕнчен – 35 çын;
Сургут хули – 20 çын;
Самар облаçĕ – 78 çын;
Автономиллĕ Ханты-Манси округĕ – 20 çын;
Мускав хули – 7 çын;
Санкт-Петербургран – 25 çын;
Ленинград облаçĕнчен –15 çын;
Екатеринбург хулинчен – 15 çын;
Тюмень облаçĕ – 2 çын;
Мурманск хулинчен – 5 çын;
регион палăртманнисем – 41 çын.
Хальлĕхе çитеймен, уçăлайман е вуланайман çырусем те пур, вĕсемпе малалла ĕçлĕпĕр.
Списока пĕр евĕрлетсе йĕркелесе çитерейменшĕн каçару ыйтатпăр. Диктант çыракансемшĕн результатсем кăсăклă пулĕç тесе малтанласа çакăн пек список та пулин кăтартас терĕмĕр.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акцие хутшăннисене, акцие йĕркелесе пулăшакансене, диктант тĕрĕслеме пулăшнă экспертсене тав тăвать.
* * *
Сегодня, 24 апреля 2024 года, в целях создания условий для сохранения, изучения, развития и популяризации чувашского языка состоялась образовательная акция – Всечувашский диктант «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024», посвященная Дню чувашского языка, Году семьи в Российской Федерации и Году экологической культуры и бережного природопользования в Чувашской Республике.
По предварительным данным в акции участвовали 7444 человек, из них
из Чувашской Республики – 5694;
из Республики Татарстан – 409;
из Республики Башкортостан – 120;
из Ульяновской области – 943;
из Иркутской области – 35;
из Самарской области – 78;
из Ханты-Мансийского автономного округа – 20;
из г. Екатеринбурга – 15;
из г. Сургут – 20;
из г. Москва – 7;
из г. Иркутск – 15;
из г. Санкт-Петербург – 25;
из Ленинградской области –15;
из г. Мурманск – 5;
не указавшие регион – 41.