Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хатĕрленер-и?

Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртет.
Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче занятисем (консультацисем) ирттеретпĕр:
- ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 00 сехетре – инçет мелпе (консультацие хутшăнмалли ссылка: https://sferum.ru/?call_link=8WL1uIZ-ZqzFFlSRvRgYJH9j4oeSZLnNfJn1rE6081o);
- ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче00 сехетре – кĕрет мелпе (Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 312-мĕш ауд.).
Орфографипе пунктуацин тĕп правилисене аса илер, тĕрĕс çырма хăнăхар!
Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!