Пĕтĕм чăваш диктанчĕн» кăçалхи сӑн-сӑпачӗ – Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн актриси Алевтина Семенова

Пĕтĕм чăваш диктанчĕн» кăçалхи сӑн-сӑпачӗ –  Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн актриси Алевтина Семенова

Çакна акцин ĕç йĕркелÿ комссийĕн ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче çирĕплетрĕç.

Семенова Алевтина Мефодьевна 1982 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районĕн Апаш ялӗнче ҫуралнă. Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче вĕреннĕ. Пултарулăхра пысӑк ӳсӗмсем тунӑшӑн Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн стипендине икӗ хут тивӗҫлӗ пулнӑ.

Алевтина Мефодьевнăпа мăшăрĕ, Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн режиссерĕ Семенов Николай Анатольевич, 5 ача пăхса ӳстереҫҫӗ. Семёновсем республикăмăрта ирттерекен «Çулталăк çемйи-2022» конкурсра «Пултаруллă çемье» номинаци çĕнтерÿçи пулнă. Кӑҫал Мускавра иртнӗ «Тӑвансем -юратнисем» Пӗтĕм Раҫҫей форумӗнче Чӑваш Республикин чысне хӳтӗленӗ, Çемье ҫулталӑкне уҫнӑ пысӑк мероприятире пулнӑ.

Аса илтеретпĕр, малтанхи çулсенче диктант сăн-сăпачĕ пулма çак хастарсем тивĕçлĕ пулнăччĕ.

2015 çулта – Алиса Чайникова (Ахахпи), "Чăваш пики – 2013" конкурс çĕнтерÿçи, паллă юрăçă.

2016 çулта – Ольга Элиме, шкултан медальпе вĕренсе тухнă, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, "Тăван радио" редакторĕ.

2017 çулта – Мария Самделова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки, «Патăрьел чăваш пики – 2013» кoнкypc çĕнтерӳçи, «Регионсен чăваш пики – 2015», «Раççей чăваш пики – 2016» конкурссен финалистки, «Çулталăк моделĕ – 2016» титула çĕнсе илнĕ пике, Наци радиовĕн дикторĕ.

2018 çулта – Александра Прокопьева, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки, вăл культура эткерлĕхĕн, экологи тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «ЮНЭКО» çамрăксен форумĕнче I степеньлĕ диплома тата «Студентсен чи лайăх ăслăлăх ĕçĕ» медале тивĕçнĕ.

2019 çулта акци сăн-сăпачĕ пулма Алексей Александров (Сантăр Элтиярĕ) Чăваш наци радиовĕн редакторне çирĕплетнĕ. Мĕн ачаран чăваш халăхĕн эткерĕпе кăсăкланнă. Халĕ ăна Чăваш Ен наци радиовĕнче Сантăр Элтиярĕ ятпа пĕлеççĕ. Вăл "Эткер", "Ылтăнран хаклă", "Пĕр кăкран" тата "Кала-ха" кăларăмсен ярăмĕсене йĕркелесе пырать.

2020 çулта акци сăн-сăпачĕ пулма И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕ факультечĕн 4-мĕш курс студентки Екатерина Силерова тивĕç пулнӑ.

2021 ҫулта диктант сан-сӑпачӗ пулма Константин Доброхотов блогера шаннӑ. Константин Интернетри хутшăну тетелĕсенче чăвашла страницăсем йĕркелесе тытса пырать. Тĕпрен илсен, вăл хатĕрлекен контент пĕтĕмпех чăвашлăхпа çыхăннă. Унăн страницисемпе Контактра (Вконтакте) тата ытти хутшăну тетелĕсенче те паллашма пулать.

2022 ҫулта Урдюков Евгений К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗн артисчӗ диктант сӑн-сӑпачӗ пулчӗ. Артист театрта иртекен конкурссенче «Чи лайӑх арҫын сăнарне калăплакан» номинацинче темиçе хут та ҫӗнтернĕ. 2022 ҫулта Чӑваш Республикин театр искусствин XXII конкурсӗнче «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинаци çĕнтурÿçи пулнӑ.

2023 çулта акци сăн-сăпачĕ пулма Шупашкар хулин 48- мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ, республика шайĕнче иртнĕ «Тӑван чӗлхепе литературăна чи лайăх вӗрентекен» конкурс лауреачĕ Светлана Храмова тивĕç пулчĕ.

 

 

 

 



17 апреля 2024
15:03
Поделиться