«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ĕç йĕркелÿ комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ

2024 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ĕç йĕркелÿ комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова ертсе пычĕ.
Ларура «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин кăçалхи сăн-сăпатне çирĕплетрĕç. Ку хисеплĕ ята Çeçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн актриси Алевтина Семенова тивĕçрĕ.
Семенова Алевтина Мефодьевна 1982 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар район ĕн Апаш ялӗнче ҫуралнă. Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче вĕреннĕ. Пултарулăхра пысӑк ӳсӗмсем тунӑшӑн Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн стипендине икӗ хут тивӗҫлӗ пулнӑ.
Алевтина Мефодьевнăпа мăшăрĕ, Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн режиссерĕ Семенов Николай Анатольевич, 5 ача пăхса ӳстереҫҫӗ. Семёновсем республикăмăрта ирттерекен «Çулталăк çемйи-2022» конкурсра «Пултаруллă çемье» номинаци çĕнтерÿçи пулнă. Кӑҫал Мускавра иртнӗ «Тӑвансем -юратнисем» Пӗтĕм Раҫҫей форумӗнче Чӑваш Республикин чысне хӳтӗленӗ, Çемье ҫулталӑкне уҫнӑ пысӑк мероприятире пулнӑ.
Ларура çавăн пекех «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» вӗренӱ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртнĕ конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче пурăнакан 51 çын хутшăнчĕ, вĕсем хушшинче – чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен воспитателĕсем, вӗренӱ ӗҫӗн ветеранӗсем, редакторсем.
Конкурса ярса панă 51 текстран чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер (Семен Васильевич Васильев) çырни тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илчĕç. Сăмах май каласан, кăçалхи çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Çемен Элкерĕн 125 çулхи юбилейне уявлатпăр. Конкурса хутшăннисене ака уйăхĕн 24-мĕшĕ хыççăн сертификат параççĕ, çĕнтерÿçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тÿлевсĕр çырăнтараççĕ, призерсене дипломсем парса хавхалантараççĕ.
Ларăва пуçтарăннисем диктант пирки информацин массăллă хăтĕрĕсенче пĕлтерессипе, тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли занятисем ирттерессипе, чăвашсем пурăнакан вырăнсене информаци çитерессипе, тĕрĕслекенсен йышне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухрĕç.