ФГОСа тата ФООПа пурнӑҫа кĕртетпĕр

«ФГОСа тата ФООПа пурнӑҫланӑ май чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕренӳ занятийĕсене проектласси» программăпа пĕлĕве ӳстермелли курс пуçланчĕ.
Вĕренÿ программине федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕсен тата федерацин вӗренӱ программисен çĕнĕлĕхĕсене шкул ĕçĕнче тухăçлă усă курас, педагогсен професси компетенцийӗсене ÿстерес тĕллевпе туса хатĕрленĕ.
Надежда Иванова тĕрлĕ урока проектламалли ĕç майĕсемпе паллаштарчĕ, вĕренӳ предмечĕн нормативлă докуменчĕсемпе усă курса урок тĕллевĕпе предмет результатне шайлаштармалли çул-йĕре уçăмлатрĕ. Вĕренекенсемпе урок тĕллевне палăртмалли çул-йĕре тишкерчĕç, урок тĕсĕ урок тытăмне (тапхăрĕсене) витĕм кÿнине, урок форми вара вĕренекенсем мĕнле ĕç-хĕл тунинчен килнине палăртрĕç.
Наци библиотекинче уçăлнă тĕрĕ тата Г. Айхи выставкисемпе паллашрĕç.
Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкул вĕрентерекенĕ Людмила Николаева ФГОСпа ФООП ыйтакан урок тĕсĕсен тытăмĕпе содержанине практикăри тĕслĕхсемпе ĕнентерсе пачĕ. Учительсем ачасем вырăнĕнче пулса вĕренÿ задачисене пурнăçлама хатĕрленĕ дидактика материалĕсемпе ĕçлесе пăхрĕç.