Чăваш ачи чăвашах юлтăр!

Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕнче Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне тата Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 8-мĕш фестиваль иртрĕ.
Фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ, Чăваш наци конгресĕ тата А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕ.
«Чăваш ачи чăвашах» фестиваль вăйă картинчен пуçланчĕ: хăнасем юрăсем юрласа карталанса утрĕç. Шкул ертӳçи Татьяна Ершова килнĕ хăнасене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Фестивале хутшăнакансене Чăваш Республикин Муркаш муниципалитет округĕ администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕ пуçлăхĕ Зоя Дипломатова та саламларĕ. Ачасенче чăвашлăх туйăмне ӳстерес ĕçре кунта пухăннă çынсен тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова уявăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, чăваш ачи ачаранах чăваш пулса ӳсмеллине палăртса хăварчĕ. Фестивальте вĕрентекенсемпе вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ енпе хутшăнса ĕçлерĕç.
- Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен 15 учитель хутшăнчĕ, хăйĕн предмечĕпе урок чăвашла ирттерчĕ.
- «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртура кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн йăлине кăтартса тупăшрĕç.
- «Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăртура 7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче палăртрĕç.
- «Тăвалла пулсан та малалла» ăмăртура чăвашлăх туйăмне аталантаракан шкул (е шкулчченхи вĕренÿ организацийĕ) проектне директор е директор çумĕ хӳтĕлерĕ.
«Тăван кил-йышран хакли çук, тăван чĕлхерен асли çук» çавра сĕтел чăваш чĕлхи вĕрентекенсене пĕрлештерчĕ. Вĕсем шкулсенче чăвашлăха аталантарас енпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕç, ачасене тăван халăха юрăхлă ÿстерес тесе малалла мĕнле ĕçлемеллине сÿтсе яврĕç.
Фестивальте ÿкернĕ фотосене https://vk.com/album-136634421_302465355 ссылкăпа пăхма пулать.
Фестиваль çĕнтерÿçисем: