Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. «Эпĕ çĕре куратăп! Питĕ илемлĕ-çке!»

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн 2024-мĕш çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче 1-2-мĕш классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «Эпĕ çĕре куратăп! Питĕ илемлĕ-çке!» темăпа иртĕ.
Занятин тĕллевĕ: ачасене Ю.А. Гагарин биографийĕпе паллаштарасси, Раççейĕн космос отраслĕнче тунă çитĕнĕвĕсемпе паллаштарасси, космоспа çыхăннă профессисемпе кăсăклантарасси, Тăван çĕр-шывăн космоса алла илекенĕсен çитĕнĕвĕсем çине таянса ачасен кăмăлĕнче патриотлăх тата мухтану туйăмĕ аталантарасси.