Чăвашла сочиненисен конкурсĕн çĕнтерӳçисем паллă

Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви професси вĕренӳ организацийĕсенче пĕлӳпе ăсталăх илекенсен республика шайĕнчи сочинени конкурсне ирттерчĕ.
Конкурса Раççейри кил-йыш çулталăкне тата Чăваш Енри экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курнин çулталăкне халалланă.
Пултарулăх ĕçĕсене икĕ темăран пĕрне – «Çемье – шанчăклă тĕрек», «Планета пуласлăхĕ – пирĕн алăра» – суйласа илсе çырмалла пулнă.
Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикин тăхăр професси вĕренӳ организацийĕсенчи 11 студент хутшăнчĕ. Жюри сочиненисене пăхса тухнă хыççăн 7 вĕренекене кĕрет тапхăрта хутшăнма ирĕк пачĕ. Вĕсен хушшинче чи маттуррисем конкурс призёрĕсем пулса тăчĕç: Жигалева Кристина, Шупашкарти медицина колледжĕн вĕренекенĕ (ертӳçи – Васильева Татьяна Аркадьевна), Кудряшова Анастасия, Шупашкарти коопераци техникумĕн вĕренекенĕ (ертӳçи – Семенова Наталья Геннадьевна), Павлов Никита, Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн вĕренекенĕ (ертӳçи – Скворцова Ольга Владимировна), Петрякова Арина, Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕ техникумĕн вĕренекенĕ (ертӳçи – Рыбкина Светлана Николаевна).
Призёрсене тата вĕсене тăван чĕлхене тарăннăн вĕрентнĕ, илемлĕ те тарăн шухăшлă хайлав çырма хăнăхтарнă вĕрентекенсене саламлатпăр, тав тăватпăр, малашне те çитĕнӳсем сунатпăр!
Пĕтĕмĕшле илсен, ĕçсен шайĕ лайăх, конкурсçăсемпе ертӳçисем тăрăшса ĕçлени курăнать. Шел пулин те, çитменлĕхсене те асăнса хăвармаллах:
- çине-çинех пĕр сăмахпа усă курни, синомсемпе усă курма пĕлменни;
- предложенири сăмахсен йĕркине пăхăнманни;
- чарăну паллисене тĕрĕс лартма пĕлменни;
- литература чĕлхин нормисене пăхăнманни, диалект сăмахĕсемпе (вĕсен формисемпе) анлăн усă курни;
- шухăш юхăмне килĕшӳллĕ йĕркелесе çыхăнуллă текст калăпламанни, унтан-кунтан илнĕ шухăшсене «саплăкăн-саплăкăн» лартса çыхăнтарма тăрăшни т.ыт.те.
Малашне конкурса хутшăнакансем йышлă пуласса, хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесе пăхас кăмăллă вĕренекенсен шучĕ ӳссе пырасса шанатпăр, пурне те ăнăçу сунатпăр.