Вӗрентӳри çĕнĕлĕхсене тишкерчĕç

Вӗрентӳри çĕнĕлĕхсене тишкерчĕç

2024 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литература кафедри ертсе пынипе «Федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕ вӑя кĕнĕ тапхӑрта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессине вӗрентӳпе методика тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси тата федерацин вӗренӱ программине вӗренӱ организацисене кӗртесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс вĕçленчĕ.

Вĕренÿ программине федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕсен тата федерацин вӗренӱ программисен çĕнĕлĕхĕсене шкул ĕçĕнче тухăçлă усă курас, педагогсен професси компетенцийӗсене ÿстерес тĕллевпе туса хатĕрленĕ.

Чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕсем Анна Егоровăпа Надежда Иванова  хальхи вăхăтра урок ирттермелли çĕнĕ технологисен çул-йĕрне тишкерчĕç,  цифрланă (электрон)  вĕренÿ ресурсĕсемпе ĕçлемелли хăнăхусене, ĕç программинчи тематикăпа урок тăрăх хатĕрленĕ плансене çырмалли  вăрттăнлăхсене уçса пачĕç.

Вĕренекенсемпе урок тĕллевне палăртмалли çул-йĕре тишкерчĕç, урок тĕсĕ урок тытăмне (тапхăрĕсене) витĕм кÿнине, урок форми вара вĕренекенсем  мĕнле  ĕç-хĕл тунинчен килнине палăртрĕç.

Урок тĕллевĕпе  предмет результне çыхăнтармалли тупсăмсене, вĕсене шайлаштармалли çул-йĕре тимлерĕç.

 



04 апреля 2024
07:58
2024 год
Поделиться