Вĕрентекенсем «Шкул ачисене чăваш чĕлхипе ирттерекен патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ÿстересси» программăпа хăйсен пĕлĕвне ÿстереççĕ

Ака уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Шкул ачисене чăваш чĕлхипе ирттерекен патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ÿстересси» программăпа хăйсен пĕлĕвне ÿстерекенсен кĕрет занятийĕсем иртрĕç.
Вӗрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзамен тытӑмне, кодификаторĕпе спецификацине тишкерчĕç, текстпа ĕçлемелли меслетлĕхпе паллашрӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ формӑсене алла илчӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетрӗҫ, шкул ачисен экзаменра тӗл пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерчӗҫ.
Шупашкар хулин 48-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Храмова ачасене сочинени çырма вĕрентес ĕçри хăйĕн опычĕпе паллаштарчĕ, хăй усă куракан вăрттăнлăхсене уçса пачĕ, 9.1-мĕш темăпа çырнă сочинени тĕслĕхне илсе кăтартрĕ.