Чăваш çамрăкĕсен 2-мĕш форумĕ иртрĕ

Чăваш çамрăкĕсен 2-мĕш форумĕ иртрĕ

2024 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче пултаруллă чăваш çамрăкĕсем пуçтарăнчĕç. Чăвашсен «Хавал» пуçару ушкăнĕ, «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ тата Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ çак кун Чăваш çамрăкĕсен 2-мĕш форумне ирттерчĕç.

Форум тĕллевĕ ‒ чăвашла калаçмалли хутлăх йĕркелесси, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен çамрăксемпе паллаштарасси, кăсăклă проектсем çинчен пĕлтересси.

Форума хутшăнакансем – шкул ачисем, студентсем, чăваш çамрăкĕсем.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин этноссемпе конфессисен хутшăнăвĕ пайĕн пуçлăхĕ Эдуард Краснов, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ректорĕ, филологи ăслăлăхĕн докторĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн наципе регион компонентне аталантарассипе ĕçлекен проректорĕ Инесса Ядранская, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕ центрĕн директорĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Александр Кузнецов, «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕпе Чăвашсен «Хавал» пуçару ушкăнĕн хастарĕсем форума хутшăнакансене саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Алексей Александров (Элтияр) тата Эллада Данилова Чăваш наци телерадиокомпанийĕн редакторĕсем Форум уçăлнине халалланă хаваслă ларăва ертсе пычĕç, кашни ушкăн ăçта ĕçленине пĕлтерчĕç, тухса калаçакансемпе паллаштарчĕç.

Пултаруллă çамрăксем пилĕк ушкăна пайланса пилĕк пӳлĕмре хăйсен пултарулăхĕпе тата опычĕпе паллаштарчĕç, унсăр пуçне «Тепĕр 50 çултан чăваш чĕлхипе мĕн пулать?» çавра сĕтел ларăвĕ иртрĕ. Форума Мускав хулинчен, Чăваш тата Тутар Республикисен тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ 150 яхăн çын хутшăнчĕ.

Форум кăсăклă та усăллă иртнĕ май çамрăксем малашне те пуçтарăнма калаçса татăлчĕç.

Видеорепортаж



30 марта 2024
15:20
Поделиться