Чăваш чĕлхипе тата литературипе олимпиадăсемпе конкурссене хатĕрлес ĕç малалла пырать
_apauq3kd.jpeg)
2024 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пынипе «Шкул ачисене чăваш чĕлхипе тата литературипе олимпиадăсемпе конкурссене хатĕрлес ĕç системи» темăпа семинар ирттерчĕ.
Семинара ФГОС тата ФООП çĕнĕлĕхĕсемпе шкул ĕçĕнче тухăçлă усă курас, педагогсен професси компетенцийӗсене ÿстерес тĕллевпе хатĕрленĕ.
Семинар модераторсем: Егорова Анна Семеновна тата Иванова Надежда Григорьевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕсем.
Надежда Иванова шкул ачисене олимпиадăсемпе конкурссене хатĕрлес ĕç тĕллевĕсене, формисемпе меслетне тишкерчĕ, иртнĕ çулсенчи конкурссемпе фестивальсенчи кăлтăксене тишкернĕ май вĕсене пĕтермелли çул-йĕре уçăмлатрĕ.
Анна Егорова пултаруллă шкул ачине тĕрлĕ енлĕ аталантарас ĕçе системăламалли çул-йĕрпе паллаштарчĕ. Шкул ачисене тĕрлĕ ăс-тăн вăййисене хутшăнтарнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ.
«Ыйту-хурав» мелĕ учитель умĕнче тăракан чылай тĕллевпе задачăна уçăмлатрĕ, шкул ачисене тĕрлĕ ăмăртăва хатĕрлеме хавхалантарчĕ.