Семинара йыхравлатпăр!
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри «Шкул ачисене чăваш чĕлхипе тата литературипе олимпиадăсемпе конкурссене хатĕрлес ĕç системи» темăпа семинар ирттерет.
Семинар тĕллевĕ: Шкул ачисене олимпиадăсемпе конкурссене хатĕрлесси. Пултаруллă ачасене тупса палăртас, суйласа илес, вĕсене хатĕрлес ĕç майĕсемпе паллаштарни.
Дата. 2024 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕ.
Вырăн. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ (215 а - мĕш аудитори).
Вăхăт. 10.00 – 15.00.
Модераторсем. Егорова Анна Семеновна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ; Иванова Надежда Григорьевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ (8-965-685-55-87).
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (8352) 58-47-19 (Егорова Анна Семеновна, чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертÿçи), 8-905-029-39-41 (Петрова Людмила Германовна, методист).