«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр»: КРЫМПА СЕВАСТОПОЛЬ: ТĂВАН ГАВАНЬТЕ 10 ÇУЛ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн 2024-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче 1-2-мĕш классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «КРЫМПА СЕВАСТОПОЛЬ: ТĂВАН ГАВАНЬТЕ 10 ÇУЛ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: шкул ачисем Крымпа Севастополь Раççейпе тепĕр хут пĕрлешнĕ кун – пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ кун пулнине палăртасси, ачасен çур утравăн культурăпа çут çанталăк объекчĕсем çинчен пухнă пĕлĕвне анлăлатасси, кашни ачана иртнĕ тата хальхи пулăмсем хăйне майлă çыхăну тунине туйтарасси, гражданлăхпа патриотизм туйăмне аталантарасси, Раççее юратма тата хисеплеме сапăрласси.