Чăваш çамрăкĕсен 2-мĕш форумне йыхравлатпăр!

Чăваш çамрăкĕсен 2-мĕш форумне йыхравлатпăр!

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче (М. Горький пр., 5 çурт) Чăваш çамрăкĕсен 2-мĕш форумĕ иртет. Вăл 10:00 сехетре пуçланать.

Форум тĕллевĕ ‒ чăвашла калаçмалли хутлăх йĕркелесси, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен çамрăксемпе паллаштарасси, кăсăклă проектсем çинчен пĕлтересси.

Форума йĕркелекенсем – чăвашсен «Хавал» пуçару ушкăнĕ тата «Çамрăксен хаçачĕ».

Чăваш çамрăкĕсен 2-мĕш форумне шкул ачисене, студентсене тата ытти çамрăка йыхравлатпăр. Сире валли 20‒25 ĕç лаптăкĕнче (площадкăра) тĕрлĕ темăпа (видеоблогинг, экономика, нумай чĕлхелĕх, астрономи, дизайн т.ыт.те) пултаруллă çамрăксем чăвашла тухса калаçĕç, хăйсен проекчĕсемпе паллаштарĕç.

Форума хутшăнас тесессĕн https://goo.su/C3qJfb3 каçăпа кĕрсе регистрациленмелли ыйту хутне тултармалла. 

Аса илтеретпĕр, Чăваш çамрăкĕсен 1-мĕш форумĕ 2019 çулхи нарăс уйăхĕнче Чăваш наци библиотекинче иртнĕ.



15 марта 2024
13:28
Поделиться