Ӑслӑх аслӑ тӗнчере, унтан асли ним те ҫук

Васильева Елизавета Федоровна (01.03.1934-24.10.2022) çуралнăранпа 90 çул çитнине палăртса паян тăван енре ăна манманнине пĕлтерекенсем, кăмăллăн аса илекенсем чылайăн пулĕç. Чунра эппин çĕршер студента татăлми шанчăк парнеленĕ, тăван чĕлхене куç шăрçи пек упрама, аталантарма майсем туса пама тăрăшнă паллă чĕлхеçĕ сăнарĕ. Аллă çула яхăн каялла университетăн „Е” корпусĕн картлашкисем тăрăх пуçласа аудиторисем шыраса унталла=кунталла кĕнекесемпе лекци тетрачĕсене йăтса утса=чупса çÿренисем те ĕнер пулнă пек. Пилĕк çул хушши пĕр чарăнми студент кутамккине пĕр ÿпкелешмесĕр йăтса пыма вĕрентнĕ аслă ăру халĕ те куç умĕнче. Пурте тенĕ пек!!! Вĕсен сăваплă тивĕçне чылай çул иртнĕ хыççăн çеç туйма тата хаклама пуçлатпăр эпир. Хăш=чух вĕрентнисене, экзамен=зачетсене епле асапланса чăтса ирттернисене, шÿтлесе аса илетпĕр, тепĕр чухне вара вĕсен паллă кунĕсенче тĕл пулнисене тепĕр хут пуçра „алатпăр”. Сас=хурасăр ĕмĕрлĕхех кайнисем тата… Иртнĕ кунсен пур ыр самантне – пĕрле вĕреннисен тата вĕрентекенсен пулăшăвне, пурнăç хакне туйма пулăшнисене, „асар=писер шурлăха кĕрсе ÿкесрен сыхланисене”, ĕмĕт тĕнчине диплом илтерсе еплерех пурнăçланисене – пурне те аса илсе те пĕтереймĕн çав.
Вĕренÿ çурчĕн сулахай енĕпе иккĕмĕш хута хăпарсассăн, сылтăмалла пăрăнсассăн, тĕксĕмрех коридорччĕ. Пĕр енче, кăнтăрла хĕвел ÿкнĕ енче, пысăках мар аудиториччĕ, тепĕр енче, ăна хирĕç – чăваш чĕлхи кафедриччĕ. Чĕлхеçĕсен (çулланнисен те, çамрăккисен те!!!) чăн пурнăç шкулĕ çакăнтаччĕ ĕнтĕ (пирĕн чăвашсен йăваш хĕвелĕ çакăнта пулнине тата кам аса илĕ-ши халь?). Кунта ялан алăпа пичетлекен машинкăн саспаллийĕсем ятарлă копировкăсем витĕр шур хут çине перĕнсе шăплăха пĕр вĕçĕмсĕр сиретчĕç. Шăпах кунта хастар ăс=ĕмĕтпе пуçланă пулас паллă кĕнекеçĕн аслă çулне Елизавета Федоровна Васильева чĕлхеçĕ. Ĕмĕрхи чĕлхен тĕпелĕнче ырми=канми студентсене вĕрентсе тăрăшнă вăл, вуншар кĕнеке пичетленĕ кайран та... Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳ ĕçченĕ, ялан вашаватлă чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ӗҫтешĕсемпе пĕрле чăвашсен яш=кĕрĕмне сумлă ăс=мул куллен парнелеме тăрăшнă вуншар-вуншар çул.
Тĕрĕссипе, вĕсен сăваплă тивĕçне чылай çул пурăнса курнă хыççăн çеç туйма тата хаклама пуçлатпăр эпир. Хăш=чух тухăçлă, çине тăрсах вĕрентнисене, экзамен=зачетсене епле асапланса чăтса ирттернисене, кăшт шÿтлесерех те аса илетпĕр, тепĕр чухне вара вĕсен чи паллă юбилей кунĕсенче хăйсемпе еплерех тĕл пулнисене тепĕр хут пуçра тав туса „чĕртетпĕр”. Сас=хурасăр, ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйрăлса кайнисем нумайăн=çке, темшĕн...
Каламаллисем, çырса кăтартмаллисем темĕн чухлех мухтавлă ентеш пирки... Пурин ăшне те витме пултаракан кĕнеке те ун пирки кĕç пулатех!
Л. Атлай
Библиография (труды):
- Васильева Е.Ф. Казахла-чӑвашла словарь / Е.Ф. Васильева. – Шупашкар, 2007. – 165 с.
- Васильева Е.Ф. Удмуртла-чӑвашла словарь / Е.Ф. Васильева . – Шупашкар, 2003. – 64 с.
- Васильева Е.Ф. Хальхи чӑваш чӗлхи. Лексикологи. Фразеологи. Лексикографи: вӗренӳ пособийӗ / Е.Ф. Васильева. – Шупашкар, А.А. Сосаева, 2002. – 50 с.
- Васильева Е.Ф. Хальхи чӑваш чӗлхи. Фонетика. Орфоэпи. Графика. Орфографи: практикӑпа меслет кӑтартӑвӗсем / Е.Ф. Васильева, Т.В. Ильина. – Шупашкар, 2001. – 53 с.
- Васильева Е.Ф. Чӑваш чӗлхинчи синонимсен словарӗ: [вӗренӳ хатӗрӗ] / Е.Ф. Васильева. – Шупашкар, 2008. – 203 с.
- Васильева Е.Ф. Синонимы в чувашском языке. - Автореф. дис. на соиск. учен. степ. канд. филолог. наук : Спец. (10. 02. 06) - Тюркские языки / Е.Ф. Васильева. – Алма-Ата: Б.и., 1981. – 25 с.
- Васильева Е.Ф. Сравнительная грамматика чувашского и татарского языков: [учеб. пособие для студентов чувашской и татарской филологии] / Е.Ф. Васильева. – Чебоксары, 2009. – 79 с.