Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче «Чĕлхе пулмасан халăх та пулмасть…» темăпа çавра сĕтел иртрĕ

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Чĕлхе пулмасан халăх та пулмасть …» («Нет языка – нет народа…») темăпа çавра сĕтел йĕркелерĕ. Ăна паллă ăсчах, филологи ăслăлăхĕн докторĕ Н.И. Егоров профессор çуралнăранпа 75 çул çитнине тата Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă.
Ĕçлĕ калаçăва филологи ăслăлăхĕн докторĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев пуçларĕ тата пĕтĕмĕшле йĕркелесе пычĕ. Юрий Николаевич пуçтарăннă халăха Николай Егоров профессор пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, унăн çитĕнĕвĕсем пирки хыпарларĕ, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне хăçан уявлама пуçлан пирки калаçрĕ.
Чăваш Республикин ертӳлĕхĕнчен çавра сĕтеле педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Антонина Буданцова хутшăнчĕ. Вăл çакăн йышши тĕл пулусем кирлине, тăван чĕлхе аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Унăн шучĕпе, наукăра тата вĕренӳ системинче вăй хуракансем тĕл пулса калаçни, çивĕч ыйтусене сӳтсе явни пĕр-пĕрин шухăшне пĕлме, пĕрле канашласа ĕçлеме май парать. Калаçăвне вĕçленĕ май Антонина Аркадьевна хăй халăхпа тĕл пулма кăна мар, Чăваш Республикин ăслăлăхĕпе вĕренĕвĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн Николай Иванович Егоров профессора Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе тав тума та килнине пĕлтерчĕ.
Марина Карягина журналист Николай Иванович лекцийĕсене итленĕ студентсем, унăн ĕçĕсене вуланă кашни чăваш çынни тăван чĕлхе илемлĕхĕпе аваллăхне курма-туйма, унăн тĕнчери ытти тĕрĕк чĕлхисен йышĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшне ăша хывма, юратма тата хисеплеме вĕренни пирки каларĕ. Вăл юбилярпа ирттернĕ интервьюсене, йĕркеленĕ телевидени кăларăмĕсене халăх яланах хапăлласа йышăннине палăртрĕ.
Çавра сĕтел ларăвне Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ĕçтешĕсем Инесса Ядранская, Анна Егорова, Надежда Иванова, Юрий Виноградов, Александр Кузнецов, Тамара Артемьева, Альбина Кыран хутшăнчĕç. Вĕсем Тимофей Матвеев, Федор Тимофеев (Тимухха Хĕветĕрĕ), Михаил Федотов, Николай Егоров тата кăрлач-нарăс уйăхĕсенче çуралнă чăваш чĕлхипе сăмахлăхне тĕпчес тата вĕрентес ĕçре пысăк çитĕнӳ тунă ытти мухтавлă чăваш ывăлĕ-хĕрĕ пирки тухса калаçрĕç.
Филологи ăслăлăхĕн докторĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ Алена Иванова, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕсем, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ĕçтешĕсем Татьяна Денисова тата Алина Ахвандерова ĕçлĕ калаçăва активлă хутшăнчĕç.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Николай Иванович Егоров хăйĕн калăпăшĕпе те, пĕлтерĕшĕпе те чи пысăк ĕçĕсене çырнă. Çавна май Чăваш Республикин гуманитари ăслăлăхĕсен центрĕнчен пысăк ушкăн килсе çитрĕ: филологи ăслăлăхĕн кандидачĕсем Алевтина Долгова, Галина Ильина, Олег Студенцов тата истори ăслăлăхĕн кандидачĕ Алексей Леонтьев. Вĕсем Николай Ивановичăн чĕлхе пĕлĕвĕнчи, халăх сăмахлăхĕпе этнографийĕнчи, халăх историйĕпе культурине тĕпчес ĕçри çитĕнĕвĕсене палăртрĕç.
Мухтавлă ентешне уявпа саламлама тата калаçăва хутшăнма Вăрмар тăрăхĕнчи шкулсенче тăван чĕлхепе литература вĕрентекенсен пысăк ушкăнĕ килсе çитрĕ. Вĕрентекенсем юбиляра тăван округра мĕнле хисеплени, унăн ĕçĕсем пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшли пирки калаçрĕç.
Çавра сĕтел ларăвне онлайн мелпе Пушкăрт Республикинчен те пысăк ушкăн хутшăнчĕ. Филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, Ĕпхӳ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕ факультечĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен декан çумĕ Лира Афанасьева тата Ĕпхӳ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологийĕ кафедрин ĕçтешĕсем Илсур Мансуров тата Лариса Коротаева юбилейпа саламларĕç, яланах пулăшса пынăшăн тав турĕç, вăрăм ĕмĕр тата çирĕп сывлăх сунчĕç.
Николай Ивановича Казахстан Республикинен те салам вĕçсе килчĕ: Казахстанăн чи авалхи аслă шкулĕн – Аль-Фараби университечĕн – вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем те юбилейпа саламларĕç, çакăн пек пултаруллă ăсчахпа хăйсен пĕрле ĕçлеме тата унран вĕренме май килнĕшĕн хĕпĕртенине палăртрĕç.
Çавра сĕтел ларăвне вĕренӳ, культура, хаçат-журнал ĕçченĕсем, вĕренекенсем, чăваш чĕлхе пĕлĕвĕ ыйтăвĕсемпе кăсăкланакан ытти хастарсем те йышлăн хутшăнчĕç.