Унăн тĕпчев ĕçĕсем тĕнчипех саланнă

НИКОЛАЙ ИВАНОВИЧ ЕГОРОВ, алтаистикăри пирĕн паллă чĕлхеçĕ, тюрколог (пичетленнĕ ĕçĕсем 500 яхăн), çак кунсенче 75 çул тултарнине уявлать. Хаçат=журнал вулакан, радио итлекен, телевизор передачисене юратсах куракан кашни чăвашах ăна лайăх пĕлет. Ăслайçă чăваш этно- тата глоттогенез, пăлхар-чăваш евĕр чĕлхесен авалхи хутшăнăвĕсен, чăваш этимологийĕн тата истори лексикологийĕн, ономастикипе диалектологийĕн ыйтăвĕсемпе, чăваш календарь уявĕсемпе йăли-йĕрки, мифологийĕ пирки çырнă нумай-нумай кĕнекесемпе статьясен авторĕ. Вăл филологи наукисен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин наука тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, В. Митта премийĕн лауреачĕ. Ăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе тата орденĕпе те чысланă.
Ку таранчченхи ăс=хакăл пуянлăхĕпе усă курса, тăван чĕлхемĕрĕн тем тĕрлĕ вăрттăнлăхсене уçса памашкăн, малашне те Турри сана, хисеплĕ профессор, вăй=хăват парсах тăтăр!!! Хутран=ситрен килекен ăш вăркавĕсем пач урăх çулсемпе çÿреччĕр!!! Санăн иксĕлми ĕмĕт хĕлĕхĕсем пурне те тĕрĕс çулпа утмашкăн майсем туса паччăр!!!
Н.И. ЕГОРОВ профессорпа В. Николаева калаçнинчен:
«... Паян кăшт-кашт вĕренкеленĕ кашни чăвашах «çуллă çисе тутлă какăрасшăн ăнтăлса пурăнать». Философа та, ав, ăс-хакăл культури мар, пурлăх культури кăларса пар! Истори кирлĕ мар ăна. Çине тăрсах тăн парать мана: «Мĕн тума аппаланатăн авалхи çав историпе пустуй. Халăха каялла туртса пыратăн. Халăха малалла туртмалла. Пуян пурăнма вĕрентмелле!». Эпĕ пуян пурнăçа нихăш енчен те хирĕç мар. Анчах та çын тени чи малтан ăс-хакăлтан пуян пулмалла. Мулĕ вара хăех ун патнелле туртăнма пуçлать. Укçа-тенкĕ ăс-тăнран малта тăма тытăнсан нихăçан та ырри пулмасть. Манăн никама та «тăпри çине шыв сапнине» кăтартас килмест.
Мĕнпе мăнаçланма пултарать паян чăваш? Халăхăмăрпа! Унăн чун-хавалĕпе, пурнăç вăй-хăвачĕпе! Халăхăмăрăн вышкайсăр пуян ăс-хакăлĕпе! Халăхăмăрăн ламран лама тăсăлса пыракан кун-çулĕпе! Чĕлхемĕрпе, тепĕр тесен...
Чĕлхе пĕлни – калаçма, вулама-çырма пĕлни – пĕр япала, чĕлхе материалĕпе ĕçлеме пĕлни – тепĕр япала. Çак икĕ япалана пĕр-пĕринчен уйăрма пĕлмелле. Анчах пирĕн кашни кăшт-кашт чăвашла перкелешекен çын хăйне чĕлхеçĕ, чĕлхе пĕлĕвĕн ăсти тесе шухăшлать. Тытăнать вара сăмахсене хăй пĕлнĕ пек /тĕрĕсрех каласан – хăй пĕлмен пек/ ваклама, шĕлепке вăл ăшă лĕпке иккен, яштака – яш така имĕш... Шкул пĕтеркеленĕренпе чĕлхе ыйтăвĕпе çырнă пĕр кĕнеке тытса вуламан-ха хăй. Çапах пурне те тиркеме, пурне те вĕрентме, пурне те питлеме пĕрре те именмест. Уйрăмах чĕлхеçĕсене тивет – вĕсем чĕлхене пăсаççĕ иккен...
Чĕлхене пăсса пăх-ха ăна. Чĕлхе вăл хăй еккипе пурăнакан япала. Пуплеве çÿплетпĕр – ку пур вара. Ăна каллех чĕлхене чĕлхеçĕсенчен те маçтăр пĕлекенсем çÿплеççĕ. Чăваш чĕлхи вĕсен кайсах пĕтмест. Катăкрах та пек туйăнать пулмалла, кăнттамрах та пек. Тата ăслă çав чăвашсем чăваш чĕлхине ялан чухăн тесе шухăшлаççĕ. Чăваш чĕлхи чухăн мар, манăн хамăн пуплев кăнттам. Вăт çакна ăнланма йывăр вара... Ăнлантарма ан та тăрăш - усси çук... Ф. де Соссюр чĕлхепе пуплев пĕр япала маррине чи малтан вăл чухласа илнĕ. Унтанпа çĕр çул та иртнĕ ĕнтĕ, анчах пирĕн чĕлхеçĕсем çав уйрăмлăха ку таранччен те ăша хывайман-ха. Юратмастпăр эпир, чăвашсем, ăслă кĕнекесем вулама.