«Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăвашла йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс вĕçленчĕ

2024 çулхи нарăс уйăхĕн 7-21-мĕшĕсенче ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсем «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăвашла йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренчĕç. Курса Вĕренÿ инситучĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркелесе пычĕ.
Анна Егорова, Надежда Иванова тата Тамара Артемьева доцентсем ертсе пынипе педагогсем вĕренÿпе воспитани ĕç-хĕлне тăван чĕлхепе йĕркелесе ирттерессин теорипе практика никĕсĕсене тишкерчĕç, чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç, шкул çулне çитмен ачасен чăвашла пуплевне аталантарас ĕçре ашшĕ-амăшĕпе ĕçлемеллли мелсемпе майсем çинчен пĕлчĕç, чăвашла занятисем ирттерес хăнăхусене алла илчĕç.