«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр»: çамрăксен пĕтĕм тĕнче фестивалĕ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн 2024-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче 1-2-мĕш классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «Çамрăксен пĕтĕм тĕнче фестивалĕ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: вĕренекенсене çитес вăхăтра пулмалли Çамрăксен пĕтĕм тĕнче фестивалĕпе паллаштарасси, расна çĕр-шывра пурăнакан çамрăксен хутшăнăвĕ тăнăç пурнăç тума май панин, тĕрлĕ халăха пĕр-пĕрин культурипе йăли-йĕркине пуянлатма, гражданлăхпа патриотлăх енчен сапăрлама май панин пĕлтерĕшне ăнлантарасси.