Тепĕр вĕренӳ кĕнекин ал çырăвĕ хатĕр. Паллашма сĕнетпĕр!
Авторсен ушкăнĕ 11 класра чăваш литературине вĕренмелли çĕнĕ кĕнекен ал çырăвне хатĕрлесе çитерчĕ. Вĕренӳ кĕнекине хула шкулĕсен (чăвашла япăхрах калаçакан) ачисем валли хатĕрленĕ.
Вĕренӳ кĕнекине калăпланă чухне авторсем чăваш литература историйĕн пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕсене тата литература пĕлĕвĕн ыйтăвĕсене тĕпе хунă. Кĕнекен кашни пайĕнче литература историйĕ, литература теорийĕн ыйтăвĕ, илемлĕ хайлав, урокра е килте пурнăҫламалли ĕçсемпе ыйтусем пур.
Хисеплĕ ĕçтешсем! Сире ал çырăвĕпе паллашма сĕнетпĕр. Сĕнĕвĕрсемпе шухăшăрсене chrio4@rchuv.ru электрон почтăпа пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен ярса пама ыйтатпăр.