Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. Çĕннине уçаканăн кунĕ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн 2024-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче 1-2-мĕш классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «Çĕннине уçаканăн кунĕ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: шкул ачисен ăс-тăнĕнче çĕннине уçакансем çинчен пĕтĕмĕшле ăнлав тăвасси; ачасене çĕннине пĕлме, тĕпчеме хавхалантарасси; вĕренекен ачасене çыннăн пирвайхи открытийĕ çамрăк çулсенчех пулма пултарнине кăтартасси; ачасен ăс-тăнĕнче ‒ Раççей тăрăх ирттернĕ çул çӳрев çут тĕнчене пĕлмелли мелсенчен пĕри пулни çинчен чухлав калăпласси.