«Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕ пуçланчĕ

«Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕ пуçланчĕ

Çулсеренех иртекен «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Фестивале Чăваш Республикин вĕренÿ министерстви шкул ачисен чăваш чĕлхине, литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас, ачасен пултарулăхне аталантармалли мелсем туса парас тĕллевпе çулсеренех ирттерет.

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивале Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ йĕркелесе пырать.

Фестиваль икĕ тапхăрпа иртет: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 1-4-мĕш класĕсенче вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарать. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă ачасене ирĕк парĕç.

Фестиваль тăватă номинаципе иртет:

1) «Сăмах илемĕ»/«Художественное слово»

2) «Чăваш вăййи»/«Чувашская народная игра»

3) «Чăваш ташши»/«Чувашский танец»

4) «Янра, чăваш юрри»/«Звучи, чувашская песня».

Фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене дипломсем парса чыслаççĕ, хутшăнакан кашни ачана заявкăра кăтартнă адреспа сертификат ярса параççĕ.

Мероприятин тулли йĕркипе (положенийĕпе) паллашма сĕнетпĕр. 

Йĕркелӳ комитечĕ:

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ,

E-mail: chrio18@rchuv.ru ; chrio4@rchuv.ru .

Телефон: 8(8352)45-99-96.

Заявление и согласие на обработку данных