Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. ПАРĂНМАННИСЕМ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн 2024-мĕш çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче 1-мĕш классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «ПАРĂНМАННИСЕМ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: шкул ачисен ăс-тăнĕнче Ленинград блокади тата паттăр хулана хăтарни çинчен пĕтĕмĕшле ăнлав тăвасси, блокадăланă хула çынннисен пурнăçне кăтартакан фактсемпе паллаштарасси, Ленинград çыннисем умĕнче вĕсен паттăрлăхĕшĕн, кăмăл-сипет вăйĕшĕн тата Тăван çĕр-шывшăн выçлăха, харпăр хăйĕн асапне чăтма пултарнăшăн пуç тайма сапăрласси.