Чăваш Республикин тĕп хулинче «Чăваш ёлки» иртрĕ

2023 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулин 33-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен республика семинарĕ пулчĕ. «Федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕ вӑя кĕнĕ тапхӑрта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси тата класс тулашĕнче ĕç тунă май хальхи меслетсемпе усă курасси» темăпа иртрĕ.
Семинара Шупашкар хулин Елчĕк округĕн чăваш чĕлхипе литературине тата пуçламăш класра ĕçлекен учительсем хутшăнчĕç.
Семинарăн пĕрремĕш пайĕнче «Кай мал урок (Перевернутый урок)» темăпа 33-мĕш шкулта пуçламăш класра ĕçлекен Наталья Борисова калаçрĕ. Кай мал урок дистант мелĕпе ĕçлемелли чи ăнăçлă мел пулнине палăртрĕ.
Александр Степанов, Шупашкар хулин 40-мĕш шкул вĕрентекенĕ, «Тăван (чăваш) литература» предмет урокĕсене инфографика хатĕрĕпе курăмласси» ăсталăх лаççинче FlikTop икĕ енлĕ хутшăнура тăван (чăваш) литературăна вĕрентмелли карточкăсем тума май пуррине ĕнентерчĕ. Хăлхапа итлесе куçпа курмалли медиа-контент пуххин (статьясем, тестсем, документсем, интерактивлă вăйăсем, юрăсем, аудиотекстсем тата ытти те) тĕслĕхĕпе паллаштарчĕ.
Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче Ирина Диарова, Наталья Борисова «Чăрăш тавра иртекен уяв» ирттерчĕç. 33-мĕш шкулăн пуçламăш класс вĕренекенĕсем, ЧР Муркаш округĕн Шомик шкулĕнчен килнĕ ачасем Хĕл мучие, Юр пикене тата Çĕнĕ çула халалланă чăвашла юрă-кĕвĕпе, сăвăсемпе савăнтарчĕç.
«Чăрăш тавра иртекен уявра» пуçламăш класс ачисем чăвашла 7 юрă юрларĕç, 4 ташă ташларĕç, 36 ача тăван чĕлхепе сăвă каларĕ. Хĕл мучи (Александр Степанов), Юр пике (Анастасия Редькина), Тухатмăш карчăк (Ираида Матьянова), Пират (Максим Козлов), купăсçă (Надежда Кондукторова) шкул ачисене, вĕсен ашшĕ-амăшне, килнĕ хăнасене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, илемлĕ уяв туса парса чуна ăшăтрĕç.
Шупашкар хулин 33-мĕш вăтам шкул администрацине, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен маттур педагога, Ирина Диаровăна, ĕçлĕ семинаршăн, хаваслă уява йĕркелесе ирттернĕшĕн чун-чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.