Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. РАÇÇЕЙРИ ТĔРЛĔ ХАЛĂХĂН КИЛ-ЙЫШПА ÇĔНĔ ÇУЛ КĔТСЕ ИЛЕС ЙĂЛИ-ЙĔРКИ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн 2023-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче 1-мĕшпе 2-мĕш классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «РАÇÇЕЙРИ ТĔРЛĔ ХАЛĂХĂН КИЛ-ЙЫШПА ÇĔНĔ ÇУЛ КĔТСЕ ИЛЕС ЙĂЛИ-ЙĔРКИ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: вĕренекен ачасене Раççейре Çĕнĕ çула епле кĕтсе илнин историйĕпе тата йăли-йĕркипе паллаштарасси; тăван çĕр-шыва, унăн культура эткерĕпе йăли-йĕркине тĕпчес кăмăла аталантарасси; кĕçĕн шкул ачисене çемьере Çĕнĕ çул йĕркине тытса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса илме пулăшасси; кил-йыша, тăвансене, çывăх çынсене хисеплеме вĕрентесси; пĕрле тăвакан ĕçе ырласа пăхас кăмăла çирĕплетесси.