Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. Пирĕн вăхăт паттăрĕсем

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн 2023-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче 1-мĕшпе 2-мĕш классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «Пирĕн вăхăт паттăрĕсем» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: кĕçĕн класс ачисене Раççей историйĕпе, унăн паллă çыннисемпе, Тăван çĕр-шыв паттăрĕсемпе паллаштарасси; çынсен харсăрлăхне, паттăр ĕçне тунин салтавĕсене ушкăнпа тишкересси; патриотлăх туйăмĕ, паттăрсем çынсен ырлăхлă пурнăçĕшĕн, Тăван çĕр-шыва упраса хăварассишĕн тăрăшнăшăн мухтанас туйăм сапăрласси.