«Çĕнĕ çул саламĕ» акцие хутшăнар!
Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсем ячӗпе Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ 2024 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕччен «Çĕнĕ çул саламĕ» акци ирттерет.
Акцие чăвашла калаçакан кирек кам та хутшăнма пултарать: Çĕнĕ çул, Сурхури, хĕл çинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео çине ÿкерсе илмелле е открытка хатĕрлемелле те #çĕнĕçулсаламĕ хештегпа «Контактра» хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» (https://vk.com/club201526545) ушкăна е Интернетри ытти хутшăну тетелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла. Видеоролика маларах палăртнă адреспа лартсан кашни хутшăнакана сертификат парса чыслаççĕ.
* * *
В целях сохранения, развития и популяризации чувашского языка до 7 января 2024 года проводится акция «Çĕнĕ çул саламĕ» («Новогоднее поздравление на чувашском языке»). В акции могут участвовать все! Для этого записать видеоролик с исполнением стихотворения, песни о зиме, Новом годе, Сурхури или подготовить новогоднюю открытку на чувашском языке и опубликовать его в группе «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» ВКонтакте (https://vk.com/club201526545) или в других социальных сетях с хештегом #çĕнĕçулсаламĕ.
Телефон для справок: 8(8352) 58-47-19.