Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. ЭПИР ПĔРЛЕ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн 2023-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче 1, 2-мĕш классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «ЭПИР ПĔРЛЕ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: шкул ачисене волонтёрсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси; кĕçĕн класс ачисен Раççейре çынна пулăшас пулăшас тĕллевпе ирттерекен акцисемпе проектсем çинчен пухнă пĕлĕвне сарасси, ырă кăмăллăх енĕпе ирттерекен ĕçре опыт пухма пулăшасси, чунра ырăлăх, пулăшу парас, пĕрле кулянса хурланас, ырă кăмăллăх, ытти çынсене пулăшас кăмăл сапăрласси.