«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче 1-2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «ÇЕМЬЕРЕ ПУЛАКАН ХУТШĂНУСЕМ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: çемье юратăвăн, хисеплевĕн, пĕр-пĕрне тимленин тата хӳтĕленин талккăшĕ пулни çинчен, анне çемье çирĕплĕхне ӳстерессинче, кашни çыннăн кулленхи пурнăçĕнче епле пысăк вырăн йышăнни çинчен пухăннă тавра курăма сарасси; çемьере пĕр-пĕрне шанăç кӳрекен ырă çыхăну тума кашни çыннăн хăйĕн тивĕç пуррине ăнланса илме хистесси.