«Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăвашла йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс вĕçленчĕ

«Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăвашла йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс вĕçленчĕ

2023 çулхи чÿк уйăхĕн 7-17-мĕшĕсенче ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсем «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăвашла йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренчĕç. Курса Вĕренÿ инситучĕн  чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркелесе пычĕ.

Анна Егорова, Надежда Иванова тата Тамара Артемьева доцентсем ертсе пынипе педагогсем вĕренÿпе воспитани ĕç-хĕлне тăван чĕлхепе йĕркелесе ирттерессин теорипе практика никĕсĕсене тишкерчĕç, чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç, шкул çулне çитмен ачасен чăвашла пуплевне аталантарас ĕçре ашшĕ-амăшĕпе ĕçлемеллли мелсемпе майсем çинчен пĕлчĕç, чăвашла занятисем ирттерес хăнăхусене алла илчĕç.

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ çавра сĕтелте вара хăйсем ĕçлекен ача сачĕсенче чăвашлăха аталантарас енĕпе тăвакан ĕç-хĕл çинчен каласа пачĕç, ăста урокĕсем ирттерчĕç.



18 ноября 2023
13:15
2023 год
Поделиться