Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли курса пухăнчĕç

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕ вӑя кĕнĕ тапхӑрта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессине вӗрентӳпе меслетлĕх тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси тата федерацин вӗренӱ программисене вӗренӱ организацийĕсене кӗртесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс пуçланчĕ.
Анна Егорова тата Надежда Иванова доцентсем ертсе пынипе пухăннисем федераци ĕç программисем çине таянса «Тăван чĕлхе» тата «Тăван литература» вĕренÿ предмечĕсен ӗҫ программисене проектлама вӗренчӗҫ.
Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерствин 2023 ҫулхи çу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑларнӑ 372-мӗш №-лӗ (пӗтӗмӗшле пуҫламӑш шкул), 370-мӗш №-лӗ (пӗтӗмӗшле тĕп шкул) тата 371-мĕш №-лӗ (пĕтĕмĕшле вăтам шкул) приказсемпе çирĕплетнĕ федерацин вӗренӱ программисен çĕнĕлĕхĕсене тишкерчĕç, вĕрентÿри пӗтӗмӗшле лару-тӑрăва уçăмлатрĕç, çĕнĕ программăсен тӗллевĕсемпе задачисене тишкерчĕç.
Учитель харпăр хăй тĕллĕн хатĕрлекен ĕç программин уйрăмлăхĕсене тупса палăртрĕç, çĕнĕлле çырас хăнăхусене алла илчĕç.